Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çын ӗçӗпе мухтавлă

...Хуйхисем нумай пулин те, ӗç ветеранӗ пуç усман

 

Май уйӑхӗн ҫак кунӗсенче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн хисеплӗ пенсионерӗсенчен пӗри Николай Петрович Герасимов хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Микалай  тетен çăмăл мар пурнăçӗ тата ӗҫ ҫулӗ механизатор пулнă май  ял хуҫалӑх производствинче иртет. Ҫак профессие вӑл 1963-64 ҫулсенче Ульяновск облаҫӗнчи Теренгуль районӗнчи Скугареевка поселокӗнче вӗренет. Трактор маркисенчен тӗрлипе ӑна Бауман ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме тӳрӗ килет. Хуҫалӑха вӑл вӑхӑтра пулас Социализмла Ӗҫ Геройӗ  Равиль Низаметдинов ертсе пынă, унӑн пӗрремӗш наставникӗ вара, колхозӑн тава тивӗҫлӗ колхозникӗ Александр Карсаков пулнă, Микалай тете унăн пулăшаканӗ пулса ӗçлет.

Николай Петровичӑн, механизаторта нумай ҫул ӗҫленӗ хушӑра, техникӑн темиҫе маркине сӑнаса тӗрӗслеме тата ӗçлеме тивет. Вӑл «ДТ» гусеницăллă тракторпа, унтан «Таганрожец» маркӑллӑ универсаллă техникӑпа вӑй хурать. Унпа хӗлле транспорт хатӗрӗ майлă усӑ курнӑ пулсан, ҫуллахи-кӗрхи вӑхӑтра трактор комбайн пек улшăнса тӑрать. Микалай тете çакăн пек вуншар сезон комбайнер пулса ӗҫлет. 1980-мӗш ҫулсенче Николай Петрович тырӑ çапакан «Колос» маркӑллӑ комбайнпа ӗҫлет, районти социализмла ӑмӑртура I вырӑн йышӑнать. Чехословакие кайма турист путевкине тивӗçлӗ пулать.

1984 ҫулта вӑл «Т-150» тракторпа ӗҫлеме пуҫлать. Çак техника çинче, чи малтан, грузсене ҫӗклеме гидравлика кранӗ туса вырнаçтарать: вăрман, ака-суха ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче вӑрлӑхсемпе  удобренисем, фундамент валли строительство блокӗсем çӗклеме тата ыт. те.

Николай Петровичӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 56 ҫул(!). Колхозăн «Т-150» тракторӗпе кӑна вӑл 38 ҫул ӗҫлет, ҫав техникӑна яланах йӗркеллӗ тытать. Аслă çулсенче пулин те, вӑл иртнӗ çулчченех агрофирмӑра ӗҫлерӗ. Палӑртса хăварас пулать, вăл нумаях пулмасть 75 ҫул тултарчӗ. Ӑна çывăх çыннисем 3 хӗрӗ çемйисемпе, кинӗ тата мӑнукӗсем ӑшшӑн саламларӗç.

– Эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен манӑн йăх-несӗл малалла тăсăлать, хамăн ачамсемпе ҫеҫ мар, 9 мӑнукӑмпа, 7 кӗçӗн мӑнукӑмсемпе те савӑнатӑп. Маншӑн ку чи пысӑк пуянлӑх, – тесе палăртса иртрӗ Николай Петрович калаҫу вӑхӑтӗнче.

Николай Петрович ачисемшӗн юратнӑ ашшӗ, мӑнукӗсемшӗн хаклӑ аслашшӗпе кукашшӗ. 20 ҫултах вăл ялăн чипер хӗрӗпе Нина Чашкинапа çемье çавăрать. Ҫемьере 5 ача, икӗ ывӑл тата виҫӗ хӗр ҫут тӗнчене килеççӗ. Кил хуçине йывăр хуйхăсене тӳссе ирттерме тӳрӗ килет. Малтан унăн икӗ ывӑлӗ вӑхӑтсӑр вилеççӗ, унтан вӗсен амӑшӗ Нина Петровна та çут тӗнчерен уйрăлса каять. Ҫав вӑхӑтра хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, вӗсен тимлӗхӗ, юратнӑ ӗҫӗ пысӑк хуйха пусарма пулӑшаççӗ. Паян тӑван ялта шкулта вӗрентекен пулса Елена, Ульяновск хулинче Марина тата хулари тӗп больницӑра медицина лабораторийӗнче ӗҫлекен Ирина хӑйсен ҫемйисемпе пурăнаççӗ.

Микалай тете пӗччен пурӑнать пулин те, вӑл хӑйне пӗчченлӗхре туймасть, мӗншӗн тесен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем час-часах килсе ашшӗне, аслашшӗпе кукашшӗне  хуҫалӑхӗнче пулӑшсах тăраççӗ. «Т-25» пысӑках мар трактор пур пирки вӑл хӑй те ҫӗрулми лартас тата кăларас, курăк пухса кӗртес енӗпе ял çыннисене пулӑшу парать.

Механизатор пулса чыслă та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Николай Петрович район ертӳçисемпе республика администрацийӗн йышлӑ дипломӗсене, грамотисене илме тивӗçлӗ пулать. Вӑл хӑйне «1974 ҫулхи социализмла ӑмӑрту çӗнтерӳҫи» паллӑ панипе уйрӑмах мăнаçланать, 1989 ҫулта ӑна «Коммунистла ӗҫ ударникӗ» ят параççӗ, 1970 ҫулта СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн «Ӗçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗ парса чыслаççӗ. 1980 ҫулта Николай Герасимов «10-мӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑпа парнеленет. 2002 ҫултан пуҫласа Николай Петрович ӗҫ ветеранӗ, уншăн 2020 ҫулта Тутарстан Республикин Президенчӗ панӑ «Ӗçри хастарлăхшăн» медаль пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. Ҫак кунсенче Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров «Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул»  ҫитнӗ ятпа Николай Герасимова юбилей медальне те  пачӗ.

 Николай Петрровича чун-чĕререн чи ырă туйăмсемпе ăшшăн саламласа, ҫирĕп-сывлăх, малашнехи пурнăçӗнче чун канăҫлăхĕпе лăпкăлăх сунатăп.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев