Чӑваш Ҫӗпрел шкулӗнче биологи эрни
Шкул пурнăçӗ Надежда Годунова, биологи предметне вӗрентекен
Вӗренекенсен, вӗсен пӗлӗвне тата пултарулӑхне аталантарма палӑртнӑ шкулăн ӗҫ-хӗлӗн формисенчен пӗри — ҫулсерен предметсемпе ирттерекен мероприяти пулса тăрать.
2024 ҫулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен Чӑваш Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче биологи эрни иртрӗ. Шкул ачисене биологипе интереслентерес тӗллев — тӗрлӗ ӗҫ-хӗл формисем урлӑ, чӗрӗ ҫутҫанталӑка тата экосистемӑсене тарӑнлатасси, вӗренекенсене кашни мероприятие вӗсен пултарулӑхӗпе, туртӑмӗсемпе тата интересӗсемпе килӗшӳллӗн хастар хутшӑнма май парасси.
Биологи предмечӗн эрнине уҫасси кроссвордсен, ребуссен тата пуҫватмăшсен тупсӑмне тупнинчен пуҫланчӗ. Тупмалли юмахсен, ребуссен, кроссвордсен тупсăмӗсене тупассине переменăсенче ӗçлерӗç. Вӗренекенсем питӗ нумай интереслӗ информаци илчӗç. Ҫавӑн пекех биологи предметне вӗрентекен Н. В. Годунова «Влияние вредных привычек на здоровье человека» темӑпа 9 тата 10 классенчи вӗренекенсемпе калаҫу ирттерчӗ. Калаҫӑва хутшӑнакансем унӑн информативлӑхӗпе усӑлӑхне палӑртрӗҫ. Нумайӑшӗ темӑна малалла вӗренес, ҫавӑн пекех, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас ӗҫе хутшӑнма кӑмӑлӗсем пуррине палӑртрӗҫ. Ҫак мероприяти хӑйсен сывлӑхӗ ҫине ӑнланса пӑхнине йӗркелеме пӗлтерӗшлӗ утӑм пулса тӑчӗ.
Иккӗмӗш кунне уроксене вӗрентекенсем-предметниксем килсе ҫӳрессине йӗркеленӗччӗ. Биологи предметне вӗрентекен 6 класра «Клеточное строение корня» темӑпа уҫӑ урок, «Изучение микропрепарата клеток корня» лаборатори ӗҫӗ йӗркелерӗ. Урок пуҫламӑшӗнче вӗрентекен ачасен пӗлӗвӗсене тӗрӗслерӗ. Ачасем вӗрентекен лартнӑ ыйтусене хирӗҫ хуравларӗç, ӗç листисем ҫинче хӑйсем тӗллӗн ӗҫлерӗҫ. Унтан лаборатори ӗҫне турӗҫ, унта вӗренекенсем микроскоп витӗр тымар клеткисен микроппарачӗсене пӑхса тухрӗҫ. Урок питӗ хăвăрт иртрӗ. Урок вӗҫӗнче ачасем вӗреннӗ темӑпа пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Урок тӗллевӗ пурнӑҫланчӗ.
Виҫҫӗмӗш кунне эпир биологи ӳкерчӗкӗсемпе алă ӗçсен конкурсне ирттертӗмӗр. Вӗренекенсем ҫак конкурсра хастар пулчӗç. Кашни класрах ӳкерчӗксемпе алă ӗçӗсем сӗнчӗç. Хутшӑнакансен ӗҫӗсене коридора кӑларса хунăччӗ, унта преподавательсемпе вӗренекенсем хӑйсен тантӑшӗсен пултарулӑхӗпе паллашма пултарчӗç. Конкурс вӗренекенсен пултарулӑхне аталантарма тата вӗсен биологи çинчен пӗлӗвӗсене тарăнлатма пулӑшса ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Эпир вӗренекенсене малашне те ҫутҫанталӑка вӗренес ӗҫе явӑҫтарма ҫакӑн пек мероприятисем ирттерме палӑртатпӑр.
Тепӗр кунне 8 класра вӗренекенсемпе «Кто хочет стать миллионером?» ӑс-хакӑл вӑййине иртрӗ. Ҫакӑ 8 класра вӗренекенсемшӗн паллӑ та асра юлакан пулăм пулса тӑчӗ. Нумайăшӗ вăйă формачӗ хăйсене «Простейшие» тата «Кишечнополостные» материала лайӑхрах астуса юлма, биологипе интересленессине ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек вӑйӑ пӗлӗве тӗрӗслеме ҫеҫ мар, командӑсене пӗрлештерме те пулӑшать. Эпир вӗренӳ процесӗпе интересленессине ӳстерессишӗн ҫакӑн пек мероприятисене тӑтӑшах ирттерме планлатпăр.
Эрнекун «Восхождение на Олимп» ботаникӑпа класс мероприятийӗ иртрӗ. Турнир темиҫе тапхӑртан тăчӗ, унта теори тестне, ӳсентӑрансене палӑртмалли практика заданине тата пултарулӑх конкурсне кӗртнӗччӗ. Турнирта 6 тата 7 классенче вӗренекенсенчен тӑракан икӗ команда хутшӑнчӗ. Ботаника енӗпе турнир вӗренекенсен пӗлӗвне тарӑнлатма тата ӳсентӑрансене вӗренессипе интересленессине ӳстерме пулӑшакан ӑнӑҫлӑ мероприяти пулса тӑчӗ.
Биологи эрнине хупасси те ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Ҫак кун биологи эрнин шайӗнче ирттернӗ тӗрлӗ конкурссемпе ӑмӑртусен пӗтӗмлетӗвӗсене туса ирттерчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем пурте «5» майлӑ грамотӑсемпе наградӑсем илчӗç.
Биологи эрни питӗ интереслӗ, творчествăллă тата илӗртӳллӗ пулчӗ. Ҫакӑ иртекен мӗнпур мероприятире те палӑрчӗ. Вӗрентекенсем биологи эрни ӑнӑҫлӑ пулнине, ҫавӑн пек, мероприятисенче малашне те хутшӑнма кӑмӑл пулнине палӑртрӗҫ. Хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ конкурссемшӗн хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсемпе те паллаштарчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев