Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Валентина Кузнецова 90 ҫул тултарчӗ

Çитӗнекен ӑрушӑн ырă тӗслӗх

Вăрăм ӗмӗрлӗ, ялăн хисеплӗ çыннине саламлама Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Чӑваш Ҫӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров тата ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Зоя Кузнецова килнӗччӗ. Хӑнасем юбиляра район пуҫлӑхӗн ячӗпе саламлӑ ҫыру, парне, чечексем пачӗҫ.

Валентина Ананьевна Кузнецова 1935 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Çӗпрел ялӗнчи Ананий Федоровичпа  Ольга Михайловна Чувашовсен çемйинче, иккӗмӗш ача пулса, кун çути курать. 

Унăн та шăпи, ытти вăрçă ачисенни пекех, çăмăл пулман. 5 ҫул тултарнă тултарман пӗчӗк Валя тата 9 ҫула та çитмен тетӗшӗ Ваня амӑшӗсӗр тӑрса юлаççӗ. Пӗр самантрах ачасен пурнӑҫӗ улшӑнать: телейлӗ ачалӑх тетӗшӗшӗн те, Валентинӑшӑн та çапла вӗҫленет. Çитменнине тата вăрçă пуçланать. Вӑйӑсемпе шкул вырӑнне Валентинӑн ашшӗне пулӑшмалла пулать.

1940 ҫулта Ананий Федорович иккӗмӗш хут авланать. Кивӗ Улхаш ялӗнчи Аксиния Федоровнӑна качча илет. Валентинапа тетӗшӗ иккӗмӗш амăшне хăйсен тӑван амăшӗ пекех йышăнаççӗ, юратаҫҫӗ.

Валентина Ананьевна 90 ҫул тултарчӗ пулин те, вӑл паянхи кун та хӑйӗн йывӑр ачалӑхне, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хаяр ҫулӗсенче кӳршӗри ачасем выҫлăхпа тата сивӗпе вилнине, шкула ҫӳреме ручкӑпа тетрадь, çие тӑхӑнма тумтир те пулманнине чӗрине ыраттарса аса илет... Ҫак мӗнпур йывӑрлӑхсене пӗчӗк Валентинана тӳссе ирттерме тӳрӗ килет.

1959 ҫулта, ачаранах сӑпайлӑ та ӗҫчен пулнă, Валентина Владимир Кузнецова качча тухать. Вӗсем пӗрле ҫирӗп ҫемье ҫавӑрса, сакӑр ача ҫуратса ӳстереççӗ, пурне те тивӗҫлӗ воспитани тата пӗлӳ пама тăрăшаççӗ.

Валентина Ананьевнан ывăл-хӗрӗсем ҫынсемшӗн тăрăшас йӑлана малалла тӑсса, сумлӑ ҫынсем пулса тӑраççӗ: аслӑ хӗрӗ Нина – районти тӗп больницӑра васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗ, Галина – ветеринари службинче лаборант, Людмила – районти тӗп больницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче акушерка, Ирина – Ульяновск хулинчи больницăн кардиологи уйрӑмӗнче медицина сестри, ывӑлӗ Валерий Мускавра вахта мелӗпе ӗҫлет, Альбина – Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗрентекен, Надежда – 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗрентекен, Лариса районти тӗп больницӑра лаборантка пулса вăй хураççӗ. 

Шел те, Валентина Ананьевнан мӑшӑрӗ, ӗмӗрӗпе МТСра тата «Сельхозхимия» организацийӗнче тимӗрҫӗре тӑрӑшнӑскер, 1996 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса каять.

Паянхи кун çамрăк ăру та йышлă. Валентина Ананьевнана 14 мăнук тата 6 кӗçӗн мăнук савăнтараççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. Хальхи вӑхӑтра хӗрӗпе Людмилӑпа тӗп çуртра пурӑнать.

Валентина Ананьевнӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ – виҫесӗр ӗҫченлӗхӗн тӗслӗхӗ, нихӑҫан та ӗҫсӗр ларман. Ӗмӗр тӑршшӗпех ялта колхозра ӗҫленӗ, хисеплӗ ветеранăн пĕтĕмĕшле ӗҫ стажӗ – 42 ҫул. Вӑл, çаплах, «Ӗҫ ветеранӗ» тата 8 ача ӳстернӗ Амăшӗ – Героиня, ҫитӗнекен ӑрушӑн ырă тӗслӗх пулса тӑрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев