Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чӑваш чӗлхине манар мар!

«Чăваш чěлхи – тăван чěлхе эс – чи пахи, эс – чун уççи. Чăваш чěлхи – тăван чěлхе, пин чěлхерен чи çепěççи».

Февралӗн 21-мӗшне Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ пулнă май палăртатпăр. Раҫҫейре темиҫе тӗрлӗ халӑх пурӑнать, кашнин хӑйӗн чӗлхи пур. Пирӗншӗн вара чи хакли, янравли тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи пулса юлать те.

Ҫапла, анне пилленĕ тӑван, ҫепӗҫ чӗлхерен мӗнле писме пулать-ха? Ламран лама куҫакан йӑласем те, Иван Яковлев Аслӑ Патриахӑмӑрӑн халалӗсене те тӗпе хумалла. «Тӑван чӗлхесӗр пӗлу ҫук», – тесе ахальтен каламан вӑл.

Темшӗн паянхи ӑру вырӑсланса кайрӗ, пуплевре те сайра хутра чӑвашла калаҫма пуҫларӗ. Ҫемйерен ача пахчине килекен шӑпӑрлан та вырӑсла юлташӗсемпе пуплет. Чӑвашла ыйтсан та, паллах хуравӗ те вырӑсла. Мӑн асанне, кукамайсем те мӑнукӗсене вӗрентеҫҫӗ-ха.

Вырӑсланса кайнӑ мӑнукӗсене тӑван чӗлхепе пичетленнӗ юмах кӗнекисемпе паллаштаракансем те пур-ха. Аслӑ ӑрурисем калаҫаҫҫӗ паян, ыранхи кун вӗсем пулмасан, эпир хӑш наци ҫынни пулăпăр? Шухӑшлаттарать те, тавлаштарать те ку ыйту.

Тутар халӑхӗнчен тӗслӗх илмелле, вӗсем аталантараҫҫӗ те,  манмаҫҫӗ  те чӗлхине.

Чӑвашсен мӗнле манма пулать авалтан упранса юлнӑ чӗлхене? Модӑ-и ку?

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗн ҫапла калани пур: «Халӑх чӗлхине хисеплени вӑл – тӑван халӑха хисеплени пулать».

Тӗслӗхе, Тĕнче шайĕнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт маçтăрĕ, Америкăри чăвашсен ассоциацийĕн ертÿçи Надежда Сандркина (Чӑнлӑ районĕ, Чӑвашкасси ялӗ) та манман чăваш чӗлхине,  аякра пурӑнсан та.

Аталанма пур майсем те ҫителӗклӗ-ҫке, чӑвашла хаҫат-журнал та, кӗнекесем те, радио та пур - итлеме те, курма та, вулама та пулать. Мӗн чӑрмантарать чӑваш пулма? Тен, хамӑра мӑна хуратпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем «мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи»,-тесе те калать. Йӑнӑш япала ку.

Аталантармасан, упрамасан, хисеплемесен чӗлхемӗре, паллах ҫухалма пултарать. «Кая юлсан, каю шӑтать»,– тенӗ. Кайран тин, чавса ҫывӑх та, ҫыртма пулмӗ.

Чӑваш чӗлхи ялан янратӑр, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен ан ҫухалатӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев