Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗвӗ цехӗ. Манăçа тухса пыракан  иртнисене çӗнетесси, пурăнтарасси

Район центрӗнче ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлчӗ. Ҫӗвӗ машинипе çӗлеме пултаруллăхӗ пулнисемшӗн ӗҫ вырăнӗсем пулчӗç

Районта халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли тӗллевлӗ мерăсем йышăнаççӗ. Паянхи куна ӗҫлес текен çынсемшӗн  тӗрлӗ формӑсем сӗнеҫҫӗ.

Районта ӗҫ ҫук тесе шутлакансене хирӗҫ «Ҫӗпрел çыннисенчен аслисене те, ҫамрӑккисене те ӗҫ вырӑнӗ ҫителӗклӗ. Ӗҫлес кӑмӑл ҫеҫ пулмалла». Ҫак кунсенче кӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫласа янă ҫӗвӗ цехне вун-вун ҫын кирлӗ. Вунӑ хӗрарӑм кунта ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Анчах унта пушă ларакан ҫӗвӗ ҫӗлекен машинӑсем татах та пур. Цех ертӳҫи Лейсан Низамова каланӑ тӑрӑх, ӗҫе пуҫăнас умӗн вӗсем ку сферӑра мӗн чухлӗ-тӗр опычӗсем пулнă ҫынсемпе курса калаçнă.

– Эпир ҫӗвӗ машинисене илсе килтӗмӗр. Ӗҫлеме вара никам та ҫукчӗ. Мӗншӗн тесен йӗп, ҫип мӗн иккенне пӗлмен ҫынна ҫӗвӗ машинипе ӗçлеме лартаймастăн вӗт. Ҫавӑнпа та эпир ӗлӗкрех КБОра ӗҫленисене, ку енӗпе професси училищинчен вӗренсе тухнисене пуçтартăмăр. Ҫапла эпир пухăнса, хамӑр ӗҫе йӗркелесе ятăмăр, малашлăхăмăр ӑнӑҫлӑ пултӑрччӗ! – тет Лейсан Газетдиновна.

Юлташлӑха вӗсем «Феникс» тесе ят панӑ. Эсӗ карапа мӗнле ят парăн – ҫапла малалла ишсе кайӗ, теҫҫӗ. Феникс вӑл – чӗрӗлӗх, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ, хӑват. Апла пулсан, пирӗн пурнӑҫран ҫухалса пыракан çак ӗç çӗнелсе, малалла аталанасса, районта пурӑнакансене нумайӑшне пӗр коллектива пӗрлештерессе шанӑҫ пур.

Обществăна ӗҫлеме килнӗ хӗрарӑмсен шухӑшне те пӗлес терӗмӗр. Вӗсенчен пӗри Гульшат Ахметова, сӑмахран, унччен типографире саспалли пухакан пулса ӗҫленӗ, унтан та маларах халӑха йӑла  ыйтăвӗсене тивӗçтерекен комбинатра (КБО) ӗçленӗ пулнă.

–Эпӗ килте ларма юратмастӑп. Ӗҫлеме чӗнчӗҫ те, вара эпӗ савӑнсах килӗшрӗм. Мӗн тесен те –  кунта коллектив. Тин ҫеҫ йӗркеленсе ҫитнӗскер пулсан та, паллашма, туслашма ӗлкӗртӗмӗр. Пирӗн ӗҫ те питех кӑткӑс мар. Кирек мӗнле ҫын та вӗренет, çаплах, вӗрентӗпӗр те», – тет вӑл.

Хальлӗхе вӗсене Чӗмпӗр хулинчи «Русь» çӗвӗ фабрики хăй çине илнӗ. Çӗлеме тивӗçлӗ материалсене те унтан илсе килеҫҫӗ. Цех Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн ӗлӗкхи, пушанса юлнӑ зданире вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 89272476865.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев