Çутта тавăракан элементсемпе усă курăр!
Хăрушсăрлăх
Статистика палăрнă тăрăх, çуран çынсем çине пырса кӗни – çул-йӗр-транспорт инкекӗсен чи анлă сарăлнă тӗсӗ.
Çынсем çине машина пырса кӗнӗ тӗслӗхсенчен ытларахăшӗ талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче пулса иртеççӗ, мӗншӗн тесен çак вăхăтра водитель çул çинчи çуран çынсене курма питех пултараймасть. Çакăншăн начар çанталăк условийӗсем – çумăр, юр çуни, тӗтре тата çуран çынсен тумӗ çинче çутта тавăракан элементсем пулманни те сăлтав пулса тăма пултарать.
Статистика кăтартăвӗсем çутта тавăракан элементсемпе усă курни çуран çынсене таптатас хăрушлăха 65 процента чакарнине палăртаççӗ. Енчен çын велосипедпа çула тухнă, хăйӗн çумӗнче ача коляски е çуна пур пулсан транспорт хатӗрӗ çине те фликерсем вырнаçтарни паха пулса тăрать. Çутта тавăракан элементсене çынсем кăна мар, килти чӗрчунсен мăй çыххисем çине те вырнаçтармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев