Çутçанталăк тата хутлăх
Хыпарсем

Çутçанталăк тата хутлăх

«Экоçуркунне»

Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче  ҫулсерен ирттерекен «Экоçуркунне» конкурсра ҫӗнтерекенсене парнелесси пулчӗ. Конкурса ТР экологи министерстви ирттерчӗ.

Аса илтеретпӗр, çулсерен  апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче «ЭКОçуркунне» акци  иртет. Акцийӗн тӗп тӗллевӗ – граждансен экологи культурине ӳстересси тата Тутарстанри халӑха ҫутҫанталӑк сыхлавӗн ӗҫне явӑҫтарасси.

2021 ҫулта акци улттӑмӗш хут, икӗ этапра иртрӗ:

– 1 этап – район этапӗ, 2021 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  майӑн 14-мӗшӗччен;

– 2 этап – республика этапӗ, 2021 çулхи майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа майăн 31-мӗшӗччен;

Акци шайӗнче кӑмӑлӗсем пуррисем конкурссенче çак номинацисем енӗпе  хутшӑнма пултарчӗҫ:

– «Чи лайӑх ачасен сачӗ»;

– «Чи лайӑх шкул»;

– «Чи лайӑх ҫемье»;

– «Чи лайӑх предприяти»;

– «Чи лайӑх экодворик»;

– «Чи лайăх муниципаллă пӗрлешӳ».

Кӑҫал Ҫӗпрел районӗнчен «Чи лайӑх ачасен сачӗ» тата  «Чи лайӑх шкул» номинацисенче икӗ ҫӗнтерӳҫӗ палӑрчӗ. Ку Кивӗ Тăваньел пуҫламӑш шкул-ача сачӗ тата Совет Союзӗн Геройӗ С.А.Уганин ячӗллӗ Матак вӑтам шкулӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе парнесене управлени пуçлăхӗ Николай Васин тата районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов пачӗç.


Нет комментариев