Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çутçанталăк хуралӗнче – 56 çул

Ветерансене хисеплесе

Мубинзян Махмутов пирки калас пулсан, пирӗн халӑх куçӗ умне вӑрман тухса тӑрать. Мӗншӗн тесен вӗсене уйӑрма май ҫук.

Районти чӑваш халӑхӗн ҫыннисем ӑна çывăха хурса паян та  «Михаил Иванович»  теҫҫӗ. Тата çакă та пур – Çӗпрел районӗн территорине 3100 гектар вăрман йышăнса тăрать пулсан, çава́н 2400 гектарне Мубинзян Махмутов вăрман хуçалăхăн ертӳçи пулса ӗçленӗ çулсенче лартнă. Мубинзян Махмутов, мăшăрăпе Нурхания аппапа пӗрле, вăрманта вырнаçнă картунсенче 56 çул ӗçленӗ. Çавăнта вӗсен 4 ачи çуралнă. Çак патвар пӳ-силлӗ, ырă чунлă, ялан шӳтлесе калаçма юратакан çын хăй пурнăçлакан ӗçӗнчен пилӗк çул каялла кăна, 80 çулта кăна уйрăлнă.

Районăн легендарлă çынни çак эрнере 85 çулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ. Ăна çак паллă датăпа çемйипе, тусӗсемпе, тăванӗсемпе пӗрле район пуçлăхӗ Марат Гафаров, агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов, ветерансен районти пӗрлешӗвӗнчен Рустам Хамидуллин, Рашит Багаутдинов, хресчен-фермер пуçлăхӗ Ильмир Махмутов та саламларӗ́ç.

(Мубинзян Махмутовăн пурнӑҫӗ ҫинчен хаçатзăн çитес номерӗсенче вулама май пулӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев