Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çуркуннен пӗрремӗш кунӗнче – юбилей

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче  Марат Гафаров тыл ветеранне Мария Ивановна Казакована 90 çулхи юбилейӗпе саламларӗ.

Мария Ивановна Казакова мартăн 1-мӗшӗнче çуралнă. Аслӑ Аксу вӑтам шкулне пӗтерсен, Ульяновск хулинчи ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Куçăмсăр майпа Ульяновскри педагогика институтӗнче те вӗренет, аллине диплом илет. Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче биологипе хими предмечӗсемпе ачасене пӗлӳ парать, тивӗçлӗ канăва тухать. Шкулта ӗҫленӗ чухне шкул ҫумӗнчи производство бригадин ертӳҫин тивӗçне пурнӑҫлать.

Мария Ивановнан ашшӗ те,  Иван Кузьмич Чебоксаров, вӗрентекен пулнă. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Мăшăрӗ – Александр Ананьевич общество деятелӗ, таврапӗлӳҫӗ пулнă. Шкулта ачасене математика вӗрентнӗ. Хӑй хыҫҫӑн документ нумай хӑварнă, шкул музейне йӗркелекен пулнă. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗн летопиçӗн авторӗ. 2009 ҫулхи ҫулла пурнăçран уйрăлса кайнă. Казаковсен ҫемйинче тӑватӑ ача ҫуралнӑ.

Юбиляра ҫак паллӑ датӑпа саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ. Вăл Мария Ивановнана РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлӑ çырăвне, парнесем тата чечексем пачӗ. 90 ҫулхи юбилейпе саламланӑ май, пурнăçланă ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, ырлăх-сывлăх тата ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗ.

Аслă çулсенчи район çыннин ҫуралнӑ кунне палăртасси Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Культура çуртӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев