Паян ялта
Районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫак кунсенче хир ӗçӗсен техникине юсаса, хатӗррисен ретне лартас енӗпе ӗçлеççӗ.
Кӑҫал районта 42,5 пин гектар çинче çурхи ака ирттермелле. 11 пин гектар лаптăкри кӗрхи культурӑсене тата 8,5 пин гектар çинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксене хушма апатлантармалла.
Ака кампанийӗ – питӗ яваплӑ тапхӑр. Паянхи кун аграрисем çурхи хир ӗçӗсенче хутшăнакан техникăна юсаса пӗтерсе, хатӗррисен ретне лартас енӗпе ӗҫ илсе пыраççӗ, ҫителӗклӗ калăпăшра удобрени хатӗрлеççӗ.
Удобрени. Районти обществӑсемпе агрофирма филиалӗсене минераллă удобренисем кӳресси малалла пырать. Хальлӗхе 7700 тоннăна яхăн удобрени хатӗрлесе хунă. Çакă – кирлӗ пулнă удобренисен 80 проценчӗ. Урӑхла каласан, кашни гектар акмалли лаптăка вăтамран 50 килограмм удобрени тӳрӗ килет. «Цильна» хуҫалӑхра ку кӑтарту 134 килограмран иртсе кайнă. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр хресчен-фермер хуçалăхӗсенче 1 гектара 85-131 килограмм витӗм паракан шӗвек удобрени пур.
Техника. Кӑҫалхи çулăн ҫурхи хир ӗҫӗсенче тӗрлӗ маркăллă 275 трактор хутшӑнӗ. Паянхи кун тӗлне вӗсенчен 265шне юсанă. «Цильна» обществăра, «Бикчуров» хресчен-фермер, «АгроТрансПорт» хуҫалӑхӗсенче техника 100 процентпа çурхи хир ӗçӗсене тухма хатӗр. Тракторсене юсас енӗпе, çаплах, «Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑра» та лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Культиваторсене, сеялкӑсене, дисксемпе шӑллӑ сӳресене, катоксене юсас ӗç районта вӗçленнӗ.
Нет комментариев