Реклама
Хыпарсем
Çурхи хир ӗçӗсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç
«П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Тăваньел филиалӗн базинче техникăна 2021 ҫулхи ҫурхи хир ӗҫӗсене хатӗрлес енӗпе семинар-вӗренӳ иртрӗ. Семинарта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ.
Мероприятире, ҫавӑн пекех, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ тата специалисчӗсем, хуҫалӑх ертӳҫисем, тӗрлӗ службӑсен тӗп специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.
– Лайӑх юсанӑ техникӑсӑр ҫурхи хир ӗҫӗсене пурнăçласа тухма май ҫук. Ҫавӑнпа та техникăна çурхи хир ӗçӗсем пуçланиччен тивӗçлӗ юсаса, хатӗрлесе хурасси пирӗн тӗп тивӗçӗмӗр, – тесе палӑртрӗ ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн пуçлăхӗ Талгать Халитов, семинара уçса.
Семинар пуҫламӑшӗнче «П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирма» директорӗ Владимир Николаев агрофирма филиалӗсенче ҫурхи хир ӗҫӗсене мӗнле хатӗрленнипе паллаштарчӗ. Агроуправленийӗн уй-хир отраслӗ енӗпе консультанчӗ Фаниль Халимов хамăрта туса кăларнă ял хуçалăх машинисен юсавӗн хăйне евӗрлӗхӗсем тата тӗп регулировкисем çинчен каларӗ, «Россельхозцентр» ФБУăн районти филиалӗн ертӳҫи Исламетдин Низамов ака комплексӗсен уйрӑмлӑхӗсем, хуҫалӑхсенче сыхланакан вӑрлӑх материалӗсем мӗнле шайра пулни ҫинчен ăнлантарчӗ. Çавăн пекех ӳсентӑрансене апатлантарасси тата тӗрлӗ хурт-кăпшанкăсенчен, чирсенчен сыхламалли ыйтусене те пӑхса тухрӗç.
«Гостехнадзор»ӑн тӗп патшалăх инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров тракторсене, трактор прицепӗсене эксплуатацилес енӗпе мӗнле документсем кирлӗ пулнине аса илтерчӗ. – Кашни механизаторшăн хӑрушсӑр ӗҫ условийӗсем туса памалла, ҫавӑн пекех, мӗнпур техника хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсем пурнăçланма тивӗçлӗ, – терӗ вăл.
Семинарӑн Алешкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ иккӗмӗш пайӗнче Биопрепаратсен НПИ яваплăхӗ чикӗленнӗ обществăн директорӗ Римма Ибатуллина биопрепаратсем ҫинчен, «ТЦ Золотая Нива» обществăн регионти менеджерӗ Илсур Юсупов ял хуҫалӑх техники валли запас пайӗсем, TOPCON Хусанти представительлӗ директорӗ Шамиль Шайдуллов ҫӗрӗçӗ ҫинчен каларӗ. Районти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ассоциацийӗн ертӳçи Равиль Бикчуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене аталантармалли перспективăсем çинче чарӑнчӗ.
Семинар вӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пӗтӗмлетӳ турӗ тата ҫуракине хатӗрленмелли темпсене хӑвӑртлатма тӗллев лартрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев