Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Çуран çын» операцийӗ

«Çул-йӗр правилисене пурнăçлас енӗпе те ашшӗ-амăшӗсем ачашăн тӗслӗх пулма тивӗçлӗ

Мероприяти 2023 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче пуҫланчӗ, вăл июнӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Ҫавна май районта тӗрлӗ профилактика мероприятийӗсем ирттерӗç, ҫутта тавăракан элементсем тумсем çинче пулни ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ. 

— Операци ирттернӗ тапхӑрта ҫуран ҫӳрекенсен çур урлă каçмалли вырăнӗсенче правилисене пӑсакан водительсене пысӑк тимлӗх уйӑрӑпӑр. Кунсӑр пуҫне эпир ҫул-йӗр правилисене пӑсакан ҫуран ҫынсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗпӗр, ҫавӑн пекех ҫутта тавăракан элементсем пулнипе пулманнине тимлӗхе илӗпӗр, — тет Çӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов. 

Ҫавна май хӑш-пӗр правилӑсене аса илер:
— Автомобиль ҫулӗ урлӑ палӑртнӑ вырӑнсенчен ҫеҫ каçмалла. 
— Чарӑнса тӑнӑ автомобильсем хушшинчен ҫул ҫине ан тухӑр, çул çинче пыракан транспорт умӗпе çул урлӑ ан каҫӑр!
— Çул урлă каçнă чухне тимлӗ пулӑр, телефонсемпе, наушниксемпе усӑ ан курӑр, ашшӗ-амӑшӗсен ачисене алӑран тытса пымалла.
— Ҫуран ҫынсем валли ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсем патне ҫывхарнӑ чухне водительсен уйрӑмах тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла, уйрӑмах талӑкăн тӗттӗм вăхăтӗнче тата ҫулӑн ҫутатман вырӑнӗсенче. 

Талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче, уйрӑмах халӑх пурӑнакан пунктсен тулашӗнче, ҫул ҫинчи ҫуран ҫынна курма йывӑр. Ҫул ҫинче, водитель сана куртăр тесен, ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курмалла.

«Индивидуаллă мобильлӗ хатӗрсен» (СИМ) шутне самокатсем, роликлă конькисем, скейтбордсем, ҫавӑн пекех гироскутерсем, сигвейсем, моноколессем т. ыт. те кӗреҫҫӗ. 

СИМ транспорт хатӗрӗ пулса шутланмасть. Ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем, ҫав шутра индивидуаллă мобильлӗ хатӗрсемпе усă куракан ҫул ҫитменнисем те, ҫуран ҫӳрекенсен правилисене пӑхӑнмалла. 

Ашшӗ-амӑшӗсен килте ачасемпе урамра тата картиш умӗнчи территорисенче хӑйсене хӑрушсӑр тытмалли ҫинчен тӑтӑшах калаҫусем ирттермелле.

Ан манăр: ҫул ҫинче ача хӑйне мӗнле тыткалама пултарни ҫинчен малтан пӗлме пулмасть, ҫавӑнпа уйрӑмах тимлӗ пулӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев