Хыпарсем

«Çуран çӳрекен» операци пуҫланчӗ

ГИБДД

 

Августӑн 10-мӗшӗнче районта «Çуран çӳрекен» операци старт илчӗ тата вăл августӑн 23-мӗшӗччен малалла пырать.

Кун ҫинчен пире Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

«Ҫуран çӳрекен»  – ГИБДД ӗçченӗсем ирттерекен профилактика мероприятийӗ, унӑн тӗп тӗллевӗ – çуран çӳрекенсем хутшăннипе ҫулсем çинче суранланассине тата ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсене тăвас  марри.

ГИБДД ӗçченӗсен тӗп тимлӗхӗ ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене палăртасси: ҫуран ҫӳрекенсемшӗн палăртман вырăнта çул урлă каçнине е çул-йӗр юхăмӗ     вăхăтӗнче çуран çӳрекенсене çул урлă каçнă чухне çул паманнине контрольте тытасси, – терӗ вăл.


Нет комментариев