Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Çуран çӳрекен» операци иртрӗ

ГИБДД

Тутарстан Республикинче, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнче те, октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа «Ҫуран çӳрекен» мероприяти старт илнӗччӗ.

Уяв кунӗсенче, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Дзержинский урамӗнче «Ҫуран çӳрекен» операци шайӗнче районти ГИБДД, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ»патшалăхăн бюджет учрежденийӗсен ӗçченӗсем район центрӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко» ача садӗнчи шăпăрлансемпе пӗрле «Çуран çӳрекен» акцие ирттерчӗҫ.

Мероприятие ҫуран ҫынсем хутшӑнакан ҫул-йӗр- транспорт инкекӗсене асӑрхаттарас енӗпе палӑртнӑ. Мероприяти ирттернӗ май ҫуран ҫӳрекенсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене, тӗттӗм вӑхӑтра тумтир ҫинчи ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курни усăллă тата кирли çинчен аса илтерчӗç. Мероприятие хутшӑнакансене пурне те ҫутта тавăракан жилетсем, маскӑсем тата брелоксем панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев