Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Çуран çӳрекен» операци

Республикӑра, ҫав шутра пирӗн районта та, мартăн 4-мӗшӗнчен пуҫланса мартăн 13-мӗшӗччен «Çуран çӳрекен» операци пырать.

Ҫак вӑхӑтра патшалӑх инспекцийӗн ӗçченӗсем ҫуран ҫӳрекенсене тимлӗх паманнипе ҫыхӑннӑ право пӑсассине асӑрхаттарас ӗҫе вӑйлатрӗҫ. Ҫавӑн пекех автоинспекторсем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫуран ҫынсен тумтирӗ ҫинчи ҫутта тавăракан элементсем пуррипе çукккине тишкерчӗç. 

Районти автоинспекторсем водительсене ҫуран ҫӳрекенсем çул урлă каçас умӗн хӑвӑртлӑха чакармаллине тепӗр хут аса илтерчӗҫ. Ҫуран ҫынсен те ҫакна асра тытмалла: ҫул урлă ятарласа уйӑрнӑ ҫуран ҫынсем валли каçма тунă вырăнсенче кăна иртмелле. Çуран ҫӳрекен çын, çул урлӑ водитель ăна каçарма хатӗр пулнине шансан кăна, каҫма пултарать.

Справка

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа республикӑра ҫуран ҫынна çаптарса хăварнă 121 факт палăрнă, вӗсенче 10 ҫын вилнӗ, 113 çын сиен курнӑ. Çул-йӗр-транспорт аварийӗсенчен нумайӑшӗ талӑкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ, ҫуран ҫынсен тумтирӗсем ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев