Çак кунсенче Пăрăнтăк станцинче пурӑнакан Николай Николаевич Озеров юбилей кунне палăртса ирттерчӗ. Вӑл 90 ҫул тултарчӗ
Ветерана хисеплесе
Ҫак юбилей ячӗпе Николай Николаевича районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильгам Бикчуров тата ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Ранцев саламларӗҫ. Хӑнасем Раççей Федерацийӗн Президенчӗн В.Путинăн саламлӑ ҫырӑвне тата район пуҫлӑхӗн парнине пачӗҫ. Ăшӑ кӑмӑл-туйӑм, ырлăх-сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗç.
Николай Николаевич Озеров Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта вӑл авланать, Пăрăнтăк станцине Альшеевăран куçса килсе, 50 ҫул хушши элеваторта ӗҫленӗ.
Николай Николаевичăн темӗн чухлӗ награда, Хисеп грамотисем тата Тав ҫырӑвӗсем пур.
Вера Федоровнӑпа вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра юбилярăн ҫемйи пысӑк: 13 мӑнук, 20 кӗçӗн мӑнук тата кӗçӗн мăнукӗсен 2 ачи пур. Хăй вара, ывӑлӗпе тата кинӗпе пӗрле пурӑнать.
Озеровсен ҫемйинче ашшӗн ҫуралнӑ кунне Кăшарни уявӗнче палăртса ирттерме хӑнӑхнӑ. Ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухнӑ япалапа ҫыхӑннӑ. Николай Николаевич хăйӗн ӗç çулне электрик пулса пуçласа янă. Пӗррехинче ӑна ток ҫапнӑ. Ҫакӑ Кăшарни умӗн пулса иртнӗ. Ун чухне арӑмӗ сӑмах парать: мăшăрӗ чӗрӗ юлсан унӑн ҫуралнӑ кунне кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче паллӑ туса ирттерӗç. Вера Федоровна вилнӗренпе 7 ҫул иртнӗ пулин те, ҫак йӑла халӗ те малалла пырать.
Хӑнасем килнӗшӗн Николай Николаевич питӗ савӑнчӗ. Вăл хăйне саламланӑшӑн пурне те тав турӗ, ӗҫре ăнăçусем сунчӗ.
Нет комментариев