Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Чун-чӗре ӑшшине хушатӑп»

Таскира Фаризова — анлă тавра курăмлă çын

Таскира Вахитовна Фаризова Тутар Тӗкки ялӗнче, çемьере тӑххӑрмӗш ача пулса, çут тӗнчене килет. Мӗн пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗнчен, тетӗшӗсемпе аппӑшӗсенчен ӗçе хăнăхса ӳсет. 

Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Хусанти педагогика училищинче пӗлӗвне малалла тăсать. Диплом илсен тӑван ялне таврӑнать. 29 ҫул шкулта пуҫламӑш классене вӗрентет. Ялти шкул хупăннă хыççăн ӗҫсӗр тӑрса юлать. Ăна Шланка шкулне кайса çӳресе вӗрентме те сӗнеҫҫӗ. Анчах аллӑ ҫула ҫитсе пыракан педагог кунпа килӗшмест.

— «Выслугăпа» кӑштах пенси илеттӗм ӗнтӗ. Мана ача чухне хăнăхнă ӗç те пулӑшрӗ. Сурӑх ҫӑмӗнчен ҫип арласа, çăм нуски ҫыхса сутма пуçларăм. Илекенсем те пулчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ чун-чӗре ӑшшине хушса çыхатăп...

Таскира аппа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем валли те ӑшӑ нуски нумай ҫыхса ăсатнă. 

Тутар Тӗкки ялӗ вӑрман ҫумӗнчех вырнаçнă темелле. Ӗçчен ҫынсем ҫутҫанталӑка сиен кӳмесӗр, унпа та усӑллӑ усă курма пӗлеҫҫӗ. Таскира аппа ялта пурăнакан аппăшӗпе Гульфарияпа пӗрле, вӑрмантан хурӑн турачӗсем илсе килсе, милӗк тӑвать. Мунча милӗкӗсем те вӗсен сиплӗ — вӗсен хушшине матрюшка, ромашка чечекӗсене хурса çыхать.

— Мунчара ҫав курӑксенчен тутлӑ шӑршă тухса, сывлăш çулӗсене уҫать, — тет Таскира аппа.

Милӗке те июнь-июль уйӑхӗнче хатӗрлемелле иккен. 

— Ҫумӑр ҫумасан, июлӗн 16, 17-мӗшӗсенчен кая юлма юрамасть, — тет милӗк ăсти.

Хусканура — вăй

Таскира аппан вăхăтăн пӗр минучӗ те ахаль иртмест. Ял ҫыннисем вӑл иртен пуҫласа каҫчен ӗçлени çинчен калаççӗ. Пахчара, килӗнче, вӑрманта... Хăйне кирек хӑш вӑхӑтра курсан та, ăшшăн калаçать, сывлăх çинчен ыйтса пӗлет. Хăйне йывăр пулсан та, ун çинчен никама та пӗлтермет.

Мӗн кӑна курман-ши вӑл?! Чи аслă тетӗшӗн мăшăрӗ 28 ҫулта вилет. Ун хыççăн тетӗшӗ те 43 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять. Вӗсен икӗ ывӑлӗ Фаниспа Ильгиз тӑлӑха тăрса юлаççӗ. Фанис 7 ҫулта, Ильгиз — 5 уйӑхра. Таскира аппа тетӗшне ачисене пăхса ӳстерме те пулăшать. Апла кăна та мар, вӑл вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех пулӑшса пырать. "Хамӑн ачасем пекех пулчӗç, питӗ шел, иккӗшӗн те пурнӑҫӗ кӗске пулчӗ, 45 ҫулта Фанисăн, Ильгизăн виҫӗ ҫул каялла чӗрисем тапма чарăнчӗç, — тет вӑл.

Мăшăрне, икӗ ачин ашшӗне Фаритне те 15 ҫул каялла ҫухатать, инфаркт пулса, сасартӑк вилсе каять. Хальхи вăхăтра ывӑлӗ Булат, хӗрӗ Рузида иккӗшӗ те çемьеллӗ, Хусанта пурӑнаҫҫӗ. Мӑнукӗсем Адиляпа Ислам каникул вӑхӑтӗнче кашни ҫул асламӑшӗ патне таврӑнаҫҫӗ. 

Йăх-несӗл мăнаçлăхӗ

Районта пурӑнакансем Таскира аппана ентешӗмӗрӗн, фронтовик-поэтӑн Заки Нурин тӑванӗ пулнă май та пӗлеççӗ. 

— Заки пичче Тутар Тӗкки ялне килсе çӳрени асăмрах. Час-часах килкелесе каятчӗ, шкулта вӗренекенсемпе тӗлпулусем ирттеретчӗ, тӑванӗсем ҫинчен, ял ҫинчен, вӑрман ҫинчен нумай сӑвӑ, юрӑ ҫырчӗ, — терӗ Таскира аппа, асаилӗвӗсене çӗнетсе. 

— Ман пурнӑҫра тӗрлӗ самантсем пулчӗç пулин те, эпӗ хамӑн шӑпапа ӳпкелешместӗп. Эпир кӳршӗсемпе килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулăшса пурăнатпăр, нимӗнрен те хӑрамастӑп, хам мӗн тума тытӑнни пӗтӗмпех пулса тухасса шанатӑп. Мана ӗҫе хăнăхтарса ӳстернӗшӗн атте-аннене чун-чӗререн тав тӑватӑп, — тет Таскира аппа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев