Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Чун-чӗрӳ уçă пулсан...

Сабрия Каримовна Салахова Кивӗ Шемӗршел ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче ӗҫленӗ.

1939 ҫулта шкула вӗренме каять. Анчах пурӗ те 4 класс пӗтерме çеç май пулать.  Тетӗшӗпе ашшӗ вăрçа кайсан, каялла таврӑнай-маççӗ – çапăçу хирӗнче пуçӗсене хураççӗ. Сабрияна ҫитӗннисемпе пӗрле колхозăн уй-хирӗнче ӗҫлеме тивет. Хӗре, вербовкӑпа виҫӗ хутчен, вӑрман касма та яраççӗ. Кунта вӑл вӑрман касакансем, вутӑ хатӗрлекенсем валли апат хатӗрлет. Сабрия аппана кирек мӗнле ӗҫ хушсан та, вӑл ӑна чыслăн пурнӑҫлать. Тӑванӗсем юбиляр ҫинчен мухтаса кăна ҫеҫ калаҫҫӗ, вӑл питӗ тирпейлӗ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ, теҫҫӗ.

Сабрия Каримовна ХХ-мӗш Партсъезд ячӗллӗ колхозра тӗрлӗ ҫулсенче чӗкӗнтӗр ани çинче, выльӑх-чӗрлӗх пăхакан пулса ӗçлет, колхоз пахчинче пахчаҫимӗҫ ӳстерет, унта пенсие тухичченех вăй хурать.

Шел, ăна ҫемьеллӗ пулма пӳрмен. «Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫлерӗм, хам ҫинчен шухӑшламан», – тет вӑл.  Пӗртăван шăллӗн Рифкатăн çемйи ăна хăйсен ытамне илнӗ.  Вӗсене хуҫалӑхра та, ачисене те пăхса ӳстерме  пулăшать. Сабрия аппа шăллӗн ачисене чунтан юратса, халӗ те вӗсемшӗн тăрăшса, пăшăрханса пурăнать.

Юбиляр паян та тӗрлӗ кукӑль пӗҫерет, хаҫатсем вулать, телевизор пӑхать, уйрӑмах тутарла кăларăмсене пӑхма юратать.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе, социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи, «Професси енӗпе чи лайӑххи» медальпе чысланă.

Сумлă юбилейпе Сабрия Каримовнана саламлама тӑванӗсем, вӗсен ачисем килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Ильгамия Мухитова саламланисене те вăл ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев