Чун ăшшине парса çыхать
Кивӗ Сатуркка ялӗнче пурăнакан Таслима Равиловна Замалетдинова — алӗҫ ӑсти
Пирӗн район тӑрӑхӗнче пурӑнакансем алӗҫ ӗҫне питӗ ӑста. Хамăрăн ачалӑхăмăра аса илсен, асанне-кукамайсем тата аннемӗрсем каҫсерен çăм нускисемпе алсишсем ҫыхса ларни куç умне тухса тăрать.
Таслима Замалетдинова вӗсене сӑнанӑ ҫеҫ мар. Ку тӗлӗшпе вӑл хӑй акӑ мӗн каларӗ:
— Пирӗн тӑрӑхра ҫӑм арлакан хатӗре «кӗнчеле» теҫҫӗ. Асанне çак хатӗре тытӑнтармастчӗ, ҫӑма пӑсатӑн, тетчӗ. Вӑл тухнӑ вӑхӑтра эпӗ йӗкепе ҫӑм арласа пăхма ӗлкӗреттӗм. Асанне кӗрет те: «Каллех тытрăна йӗкене», тесе вăрçса илетчӗ. Анне, пачах урăхла, мӗнле çыхмаллине кӑтартатчӗ. Кашни йӗркене ҫыхнӑ хыççăн эпӗ тетрадь ҫине ҫырса пыраттӑм. Ҫапла вӗрентӗм, — тет вӑл.
Таслима Равиловна, шултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, педагогика колледжне вӗренме кӗрет. Ун хыççăн Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илет. Ӗҫ ҫулне çутӗç ӗçӗнче пуҫласа янă пулсан, каярахпа шӑпи ӑна культура ӗçӗ-хӗлне илсе ҫитерет. Паян вăл Кивӗ Сатуркка ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ пулса ӗҫлет.
Вӗреннӗ вăхăтра та, ӗçленӗ тапхăрта та Таслима Равиловна юратнӑ ӗҫне пӑрахмасть.
— Халӗ лайăх — пурне те интернетра пӑхатӑн, вӗренетӗн. Ӗлӗк эпӗ ятарлӑ журналсем ҫырăнса илеттӗм, укҫа та питех çитсе пымастчӗ, анчах та ҫав журналсем валли эпӗ укҫана шеллемен, — тесе калаçрӗ вӑл. — Ҫипсене интернет тӑрӑх кӑна заказ пама пулать, мӗнли кирлӗ, пурте пур, — тет вӑл.
Ӗлӗкхи ҫулсенче унăн ашшӗ-амӑшӗ сурӑх нумай усранă иккен. — Ҫав сурӑхсен ҫӑмне «илеттӗмӗр». Анне ăна Ульяновск енне: Тимӗрҫельне, е Улхаша кайса таптарса килетчӗ. Унӑн пӗр пайне кăçатă тума, тепӗр пайне — çăм нускисем ҫыхма уйăрса хуратчӗ, — тесе аса илӗвӗсене çӗнетрӗ Таслима Равиловна.
Çак ӗçе вăл хӑйшӗн хобби, тесе кăна шутламан. Культура ҫурчӗ ҫумӗнче ҫыхмалли кружок йӗркелет. Кружок эрнере икӗ хут ӗҫлет. Хӗрарӑмсем каçхине пуҫтарӑнаҫҫӗ, юрла-юрла çыхаççӗ.
— Ҫыхнă япаласене тӗрлӗ куравсенче, культура мероприятийӗсенче сӗнетпӗр. Ыйтакансене те çыхса паратпăр, — тет Таслима Равилевна.
Тутӑрсем, кофтӑсем, пукан-сакăсем ҫине сармалли накидкӑсем таран ҫыхаҫҫӗ Кивӗсатурккасем.
— Ҫыхма питӗ юрататӑп. Ҫыхнă япаласем нихҫан та модӑран тухмаҫҫӗ пулӗ, тетӗп эпӗ. Пачах урӑхла, алӑпа çыхнă илемлӗ япаласене пурте юратаҫҫӗ, вӗсене ыйтакансем те питӗ нумай. Ҫыхни чуна та лӑплантарать, начар шухӑшсене сирет. Хӑвӑн ӗҫӗн результатне курсан, савӑнатӑн, — тет Таслима Равилевна.
Малалла тăсса
ҪЫХАССИ — алӗҫӗн авалхи ӗҫӗ. Вӑл 2000 ҫул каялла килсе тухнă тесе шутлаҫҫӗ. Ҫыхассине арҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ. Чи ӑста ҫыхакансем арабсем пулнӑ. XII ӗмӗрте испанецсемпе итальянецсем вӗреннӗ. XIII ӗмӗрте французсем, шотландецсем, акӑлчансем малалла тăснă. Ун чухне ҫыхса тунӑ тумтир сахал пулнӑ. Ӑна аристократсем ҫеҫ тӑхӑнса ҫӳреме пултарнӑ. Ҫав ҫулсенче чӑлхасем, нускисем, алсишсем, перчеткесем кӑна ҫыхсан, каярахпа XIV-XV ӗмӗрсенче ҫӗлӗксем, шарфсем ҫыхма пуҫланӑ. Европӑна вăл XVI ӗмӗрте килсе кӗрет. Нумай ҫул хушши арҫынсем çак ӗçе хӗрарӑма шанса паман. Ҫулсем иртнӗҫемӗн кăна хӗрарӑмсем те ҫак ӗҫӗн ӑсти пулса тӑраççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев