Çулталăка пӗтӗмлетӳ тумалли вăхăт
2022 ҫула пӗтӗмлетӳ тунă хыҫҫӑн, канашлура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров парнесем пачӗ
– Ыркăмăллăх ӗçӗ-хӗлӗнче, пысӑк пӗлтерӗшлӗ республика социаллă программăсене активлă хутшӑннӑшӑн «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Аппауович Гафуров тата «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер пуҫлӑхӗ Равиль Адиевич Бикчуров «Çулталăк ыркăмăлçи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин Дипломӗн, пăрлă çумăр çунă хыççăн килсе тухнă электропередача линийӗсенчи аварисене пӗтерес ӗҫе активлă хутшӑннӑшӑн «Сетевая компанийӗ» обществăн Хисеп грамотисене;
– 2023 ҫулăн пӗрремӗш ҫур ҫулӗшӗн хаçат çырăнтармалли компание ирттерме пысӑк пай кӗртнӗшӗн, район хаçатне çырăнтарассине лайăх йӗркеленӗшӗн «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Аппаувич Гафуров «ТАТМЕДИА» акционерсен обществăн Тав ҫырӑвне, Аслă Аксу ялӗнчи почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн начальникӗ Людмила Викторовна Микулина, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи почта ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникӗ Римма Зеферовна Мубинова «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин Тав ҫырӑвне;
– Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗ (районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Д.А.Сатдинов) 2021 ҫулта «Тутарстан Республикинчи халăх пурӑнакан чи хӑтлӑ пункт» республика конкурсӗнче хастар хутшӑннӑшӑн Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Дипломне;
– Алешкин-Саплӑк ял тăрăхӗ (ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ П.Н.Артемьев) 2021 ҫулшăн «Тутарстан Республикинчи халӑх пурӑнакан чи хӑтлӑ пункт» конкурсра ҫӗнтернӗшӗн тунӑшӑн ТР Министрсен Кабинечӗн 1 степеньлӗ дипломне;
– Пӑрлӑ ҫумӑр çунă хыҫҫӑн, атмосфера циклонне пула электропередача линийӗсенчи аварисене пӗтерес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн, «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» производство заведующийӗ Румия Эмирзяновна Аюпова, Ҫӗпрел районӗнчи электричество сечӗсене эксплуатацилес енӗпе ӗҫлекен электромонтер Анатолий Иванович Кудрявцев, «Фламинго» обществӑн автогрейдерӗ Николай Петрович Кудрявцев, «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» слесарь-электромонтерӗ Михаил Иванович Ларионов, «Чайка» ачасен сывлӑхне çирӗплетекен лагерӗн административлă хуçалăх чаçӗ енӗпе ӗҫлекен çумӗ Зоя Петровна Мердюкова, «Прогресс» муниципаллă унитари предприятийӗн газ объекчӗсене эксплуатацилес енӗпе мастерӗ Александр Сергеевич Несин, Ҫӗпрел районӗнчи электро çыхăну узелӗн тӗп инженерӗ Джалиль Миндевалиевич Сабиров Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Хисеплӗ грамотине, «Прогресс» предприятийӗн газ объекчӗсене эксплуатацилес енӗпе мастерӗ Николай Валерьевич Арьяхов, «Фламинго» обществӑн тӗп инженерӗ Ильгам Саетгереевич Замалетдинов, районти электричество çыхăну узелне оборудованилес енӗпе пулăшу кăтартакан ушкăнăн тӗп инженерӗ Виктор Владимирович Куянов, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуçлăхӗ Степан Петрович Унисков, Ҫӗпрел районӗнчи электричество сечӗсене эксплуатацилес енӗпе ӗҫлекен электромонтер Ильнур Вагизович Хайбулов Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне;
– Тутарстан Республикин территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине пысӑк пай кӗртнӗшӗн тата Раҫҫей пушар обществине 130 ҫул пулнă май Ҫӗпрел районӗнчи электро çыхăну узелӗн тӗп инженерӗ Джалиль Миндевалиевич Сабиров Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин Грамотине;
– Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсен патшалӑх регистрацийӗ енӗпе ӗҫ-хӗлне аталантарассишӗн тата лайӑхлатассишӗн кӗртнӗ пайӗшӗн ЗАГС районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ЗАГС пайӗн заведующийӗ Альбина Шералиевна Шарафутдинова ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС Управленийӗн Хисеплӗ грамотине;
– Пăрлă çумăр çунă хыççăн, атмосфера циклонне пула килсе тухнă электропередача линийӗсенчи аварисене пӗтерес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Борисович Албутов, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Надирович Дружков, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Мансурович Замалетдинов, «Прогресс» предприятийӗн директорӗ Евгений Николаевич Иванцов, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей директорӗ Наталия Николаевна Маркова, «Чайка» ачасен сывлӑхне çирӗплетекен лагерӗн директорӗ Анатолий Петрович Мердюков, Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Усманович Мухаметзянов, Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Рафагатович Низаметдинов, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатыхович Фаткуллин, Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванович Шумилов, Шланка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Ирьзанович Якупов, «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» директорӗ Фаниль Ринатович Яфизов «Сеть компанийӗ» обществӑн Хисеплӗ грамотине ;
– Тутарстан Республикин территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Борисович Албутов ирӗклӗ пушар хуралне йӗркелеме пулӑшнӑшӑн «Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин» медальне;
– Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысӑк профессионализмшӑн, Тутарстан Республикин территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата Раҫҫей пушар обществине 130 ҫул тулнă май, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Ахметсафович Халитов «Раҫҫей пушар обществи йӗркеленӗренпе 130 çул» Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин медальне, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Джамилевич Фатхуллов ирӗклӗ пушар хуралне йӗркелеме пулăшнăшăн Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин медалне, 114 номерлӗ пушарпа ҫӑлав пайӗн хуралӗн начальникӗ Андриян Николаевич Артемьев Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин Грамотине тивӗçлӗ пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев