Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Çулталăк воспитателӗ» конкурсӗ иртрӗ

Конкурссем

2 номерлӗ «Сказка» ача садӗнчи воспитательсем хӑйсен професси ӑсталӑхӗсене кӑтартма пухӑнчӗç. Кунта «Çулталӑк воспитателӗ – 2023» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ.

Çак конкурс ҫулсеренех шкул çулне çитиченхи пӗлӳ памалли ку чухнехи меслечӗсене сарас, воспитательсен професси ӑсталӑхне ӳстерес, педагогсен малта пыракан опычӗпе улмашăнас тӗллевпе иртет.

Малтанах хатӗрлесе хунӑ презентацисем урлӑ воспитательсем хӑйсемпе паллаштарчӗç, пурнӑҫ, ачасем тата суйласа илнӗ професси ҫине хӑйсем мӗнле пӑхнине кӑтартрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ачасемпе тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗç.

– Воспитатель ӗҫӗнче чи кирли – ачасене юратасси. Пӗчӗк ачасемпе ӗҫленӗ чухне мӗнле-тӗр шайра хамӑн та ача пулма тӳрӗ килет. Ҫав хушӑрах ку чухнехи требованисене, пысӑк технологисене те манма юрамасть. Ҫак конкурсра воспитательсем хӑйсен ӗҫӗн ӑстисем пулнине кӑтартса пачӗҫ, – тет районти çутӗç управленийӗн шкулчченхи вӗренӳ методисчӗ Лилия Каримова.

Конкурс пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх 1 вырӑна «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ Альфия Айнуллова, 2 вырӑна çавах ача сачӗн воспитателӗ Альбина Сабирова, 3 вырӑна «Сказка» ача садӗнчен Гулия Нуретдинова тата «Тӑван чӗлхепе воспитани тата пӗлӳ паракан ушкӑнăн воспитателӗ» номинацире Чӑваш Паснапуçӗнчен Галина Гуряшкина йышӑнчӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсене районти çутӗç управленийӗн начальникӗ Ильсур Халитов саламларӗ.

Альфия Айнуллова: «Эпӗ ачасен ҫӗршывӗнче 30 çула яхăн пурӑнатӑп.  Конкурса мана хамӑн пӗлӗвӗме аталантарас, професси ӑсталӑхне ӳстерес, опыт ҫинчен каласа парас тата ыттисен опытне вӗренес тӗллев илсе килчӗ.  Чӑн-чӑн воспитатель хӑйӗн пӗтӗм юратӑвне, ачасене чун-чӗрин ӑшшине пама пултарать. Пӗчӗккисем ӑшшӑн пӑхни, ашшӗ-амӑшӗсен шанăçӗ – воспитательшӗн чи пысӑк хак».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев