Хӑйсен вӑхӑтӗнче ӗҫӗсемпе мухтавлă пулнă, ачалӑхӗсем йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсенче тӳр килнӗ, районăн, ҫӗршыв аталанӑвне хăйсенчен пай кӗртнӗ аслă ăру çыннисем — районта чи хисеплӗ ҫынсем
Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑмсенчен пӗри — Хания Зиннатовна Яхиева. Хисеплӗ аслă çулсенчи кинемие саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ.
Тулӑх сӗтел хушшине мӗнпур ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем пухӑннӑччӗ.
Юбилярăн çемйи пысăк иккен. Мӑшӑрӗпе Абдулбарийӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ачана пурнӑҫ панӑ, ачисем вӗсене 10 мӑнук парнеленӗ тата 10 кӗçӗн мӑнукпа савӑнтарнӑ. Акӑ ҫапла — сӗтел хушшинче вӗсем — 25!
Ӗҫ ҫулне Хания аппа колхозра, столовӑйра ӗçлесе ирттернӗ. 40 ҫул ытла вӑл апат хатӗрленӗ. Абдулбари пичче те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫак ҫӗр ҫинчен пӑрахса кайман, ютра телей шыраман, ăçта çуралнă çавăнтах пурӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра Хания аппан мӑшӑрӗ çумӗнче çук ӗнтӗ, вăл вилнӗ, тӗп никӗсре хӗрӗпе пурӑнать. Аслă çулсенчи кинемей именчӗклӗн, сапăр кăна, кăшт куларах, ыйтусем ҫине хуравласа, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Ашшӗсӗр, тӑлӑх ӳснӗ иккен. Йывăр пулнă, çапах та чун-чӗрери ырăлăха çухатман. Хания кинеми хӑнасене те, хӑйне пысăка хурса хисеп туса килнӗ ачисемпе мӑнукӗсене те чунтанах тав турӗ.
— Эсир питӗ телейлӗ. Тӑхӑрвунӑ ҫула ҫитиччен пурӑнни — пысӑк пулăм, кашнинех пӳрмен çакă. Сирӗнпе юнашар сире юратакан ҫывӑх ҫыннăрсем пур. Ҫак самантсем те вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулччӑр, — терӗ Марат Гафаров, юбиляра саламласа.
Хания аппан тӑватӑ ачи Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче, пӗр ывӑлӗ Ульяновск хулинче пурӑнаççӗ.
Сумлă юбилейне вара Хания аппа хӑйӗн ывӑлӗ Джамиль патӗнче хӑнара кӗтсе илчӗ.
— Анне пирӗн пӗртте ӳпкелешме юратмасть. Нумай хутлӑ ҫуртра пурӑнаттăмăр. Эрне вӗҫӗнче вара ачасемпе тӗп ҫурта каяттăмăр. Пӳрт тулли ҫын. Анне мунча хутать. Эпир пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӑвӑнаттăмăр. Хăйне валли çăвăнма шыв юлнă-ши, эпӗ халӗ çакăн çинчен шутлатăп, — тесе калаçрӗ ырă чунлă хунямӑшӗ çинчен кинӗ Гулина аппа.
Тен, çавăнпа та Турри, ырă кăмăллă пулнишӗн, Хания аппана вăрăм ӗмӗр панă пулӗ. Унӑн амӑшӗпе кукамăшӗ те нумай пурӑннӑ — 96 тата 103 ҫулсене çитсе, çак пурнăçран уйрăлса кайнă.
Хания аппа хӑйӗн ҫулӗсем ҫинчен: «Çулсем иртсен те, чун вара ялан 17ре», — терӗ кăштах кулса.
Нет комментариев