Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çуллахи лагерьсене куçмалли тапхăр

Кунсем ăшăтса янăран районти хуҫалӑхсемпе агрофирма филиалӗсенче выльӑхсене ҫуллахи лагерьсене куҫарса усрама май пачӗ. Вӗсене çуллахи лагерьсенче усрани те уйрăмах паха. Шӑпах ҫуллахи тапхăрта ҫулталӑкри сӗтӗн 50-60 процентне туса илеççӗ, теççӗ специалистсем.

Выльăхсене уйрӑм фермӑсенчен çуллахи лагерьсене куҫарнин, паллах, хӑйне  евӗрлӗ йывӑр чăрмавсем те пур. Пирвайхи черетре, сумалли тата сивӗтмелли оборудованисем йӗркеллӗ-и, пăрулаттармалли тата  искусственнăй майпа йăхлантармалли, выльӑхсене апатлантармалли тата ӗçтермелли вырӑнсене мӗнле йӗркеленӗ, выльӑхсемпе кӗтӳҫсен канмалли вырӑнӗсене оборудованиленӗ-и  – ҫаксене пурне те лайăх шухăшласа, продукци туса кӑларма лайӑх витӗм памалăх шайра пулни çине тимлӗх парăнать.

«Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑн» Çӗнӗ Чукалри  филиалăн базинче иртнӗ семинарта та сӑмах çакăн çинчен пычӗ. Семинарта выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.

– Выльӑхсем фермăсенче нумайăшӗ  типӗ апат – улӑм ҫиеççӗ, ҫавӑнпа та выльӑхсене ҫуллахи лагерьсене куҫариччен кунта картасене улӑм турттарса хумалла, тăвар пулни те паха. Рацион çине те тимлӗх кирлӗ – выльӑхсене ерипен кăна çуллахи тапхăра куçармалла. Кун пек пулмасан, продукци чакма пултарать. Кӗтӳре тата çуллахи лагерьте шыв ӗçтерессине тӗрӗс йӗркелени паха тивӗç, – терӗ апат-çимӗç управленийӗн выльăх-чӗрлӗх енӗпе консультанчӗ  Айваз Абязов.

Семинар вӑхӑтӗнче ҫуллахи лагерьте искусственнăй майпа йăхлантармалли пунктăн тӗслӗхне те, выльӑхсен чӗрнисене касмалли курав кӑтартрӗç. Çаплах, семинарта хутшăнакансем выльӑхсем пӗтӗ пулнине мӗнле пӗлме пулнă меслете те пăхрӗç.

Районти ветеринари организацийӗн ертӳҫи Айрат Иматдинов выльӑхсене тӗрлӗ хурт-кăпшанкăсемпе чир-чӗрсенчен профилактикăламалли ыйтусене хускатрӗ. Айваз Абязов тӗрлӗ патшалӑх программисенче хутшӑнмалли майсем ҫинчен каласа пачӗ.

Семинарта ҫуллахи лагерьсенче выльăхсене усрамалли тапхăрта агрофирма филиалӗсем, хуçалăхсем хушшинче «Чи лайăх çуллахи лагерь» тата «Чи лайăх искусственнăй майпа йăхлантармалли пункт» конкурс пӗлтерни çинчен те  каларӗç.

Ҫу – пуян сӗт-ҫу тапхӑрӗ, анчах унпа ăнăçлă усӑ курсан фермӑсенче усрамалли вăхăтри мӗнпур мероприятисене те ҫуллахи лагерьсенче малалла тăссан кăна – çакна çирӗплетрӗç семинарта.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев