Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çул-йӗр юхăмӗн правилисем енӗпе районти комиссийӗн анлӑлатнă ларӑвӗ иртрӗ

Ларура районти ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе актуаллă ыйтусене пӑхса тухрӗç.

Ларăва районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Данис Сатдинов уҫрӗ тата илсе пычӗ.

Лару ӗҫӗнче, çаплах, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, уйрăмăн начальникӗн çумӗ – Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи полици начальникӗ, полици майорӗ Ранис Латыпов, ГИБДД начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Хусанти «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсен çумӗсем хутшӑнчӗç. Ларăвăн кун йӗркинче пирӗн ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе çыхăннă ыйтусем пулчӗҫ.

2023 ҫулта ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене чакарас тата 2023 ҫул валли задачӑсем» ҫинчен Анатолий Михайлов тухса калаçнине итлерӗç.

Анатолий Михайлов палăртса иртнӗ тăрăх,  2023 ҫулхи мартăн 8-мӗшӗ тӗлне Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсем тата вӗсенче инкек курнисем тата вилнисем палăрманнине çирӗплетсе иртрӗ.

Ҫавӑн пекех, вӑл усӗр водительсене тупса палӑртасси, ҫуран ҫынсем ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пурнăçласси пек ытти кулленхи ыйтусем ҫинче те чарӑнса иртрӗ.

Районти çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов районта ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас тата ГИБДД ӗҫ-хӗлне аталантарас енӗпе илсе пынă ӗç çинчен калаçрӗ.

Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин «Пысăк габаритлӑ тата йывӑр тиевсене автомобильпе турттарма ятарласа ирӗк парасси» системăн геоинформаци модульне вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫинчен информаци кӗртессине пырса тивекен ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, 2023 ҫулхи мартăн 15-мӗшӗ тӗлне ҫак ыйтусене татса пама тивӗçлине палӑртса иртрӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» директорӗн çумӗ Артем Солдатов 2022 ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх техникумра ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмӗн профилактики тата кăçалхи çул валли палăртнă задачӗсем çинче чарӑнса тӑчӗ.

«Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн йывăр тата габарит контрольне тивӗçтерес енӗпе уйрăмӗн начальникӗ Олег Космаков муниципаллă пӗрлӗхсен территорийӗнче автомобиль ҫулӗсене юсассине тата сыхлассине тивӗçтерес енӗпе çыхăннă ыйтусене хускатрӗ.

Ларура, ҫавӑн пекех, автомобиль ҫулӗсем ҫинчи путăк-шăтăксене тикӗслесси, ҫул паллисене вырнаҫтарасси, çӗнетесси тата ытти ыйтусене пӑхса тухрӗç. Район прокурорӗ Олег Гайнутдинов ҫуран ҫӳремелли ҫулсемпе тротуарсене вӑхӑтра тасатса тăма тивӗçлине палӑртрӗ.

Данис Сатдинов кашни служба задачăсене пурнӑҫлама тивӗçлӗ пулнине, çав вăхăтра кăна районти ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗçтерме пулассине палӑртрӗ, ларӑва пӗтӗмлетӳ турӗ,

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев