Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çул çӳремелли тӗрлӗ хатӗрсем пур

Индивидуаллă мобильлӗх хатӗрӗсемпе усӑ курмалли ăнлантару

Çӗнӗ правилăсем Мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ правилӑсем вӑя кӗчӗç.

2023 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин хӑш-пӗр акчӗсене улшăнусем кӗртес тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин хӑш-пӗр акчӗсен тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин уйрӑм положенийӗсем хăйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнасси ҫинчен»  (06.10.2022, 1769 №)  постановленийӗ вăя кӗнӗ.

Правилӑсен 1.2-мӗш пунктне Индивидуаллă мобильлӗх хатӗрӗ» (СИМ) терминне кӗртеççӗ – вăл пӗр е темиҫе кустӑрмаллӑ (роликлă) транспорт хатӗрӗ, двигатель (двигательсем) пулӑшнипе çыншăн индивидуаллă куҫса ҫӳреме палӑртнӑ электросамокатсем, электроскейтбордсем, гироскутерсем, сигвейсем, моноколессем т.ыт. те.

СИМпа çул çинче ҫӳремешкӗн усă курнă çын 14 ҫултан аслӑрах пулсан, унӑн велосипед, ҫуран ҫӳремелли ҫулсемпе ҫӳремелле  (правилăсен 24.1 пункчӗ).

Ачасем 7 ҫула ҫитиччен тротуарсем, ҫуран ҫӳрекенсем тата велосипед ҫулӗсем (ҫуран ҫӳрекенсен юхăмӗ енче), ҫавӑн пекех, ҫуран ҫӳрекен зонӑсен чиккисенче тата аслисемпе  пӗрле ҫӳреме тивӗçлӗ (п. 24.4 правилӑсем). Куҫса ҫӳреме СИМпа усӑ куракан ҫынсен юхăмӗ пӗр ретре ҫеҫ пурнӑҫланмалла. Кун пек чухне СИМпа усă куракана транспорт хатӗрӗсене сулахай енчен хӑваласа иртме тата иртсе кайма чараҫҫӗ. (24.5)

Сылтӑмалла е сулахаялла пӑрӑннӑ чухне, водитель ҫуран ҫӳрекенсене, ҫул ҫӳреме СИМа усӑ куракансене тата вăл пăрăнакан  çул урлă каçакан велосипедистсене ҫул пама тивӗçлӗ (п.13.1 правилӑсем).

Реклама

Пурӑнмалли зонӑра ҫуран ҫӳрекенсем ытларах праваллă, ҫав хушӑрах вӗсем транспорт хатӗрӗсемпе тата СИМпа усă куракансене çул çинче çӳреме сӑлтавсӑр чӑрмавсем тумалла мар (правилӑсен 17.1 пункчӗ).

«Çуран ҫӳрекенсене ҫӳреме чарнӑ» 3.10-мӗш ҫул палли ҫуран ҫӳрекенсене те, СИМпа усӑ куракансене те ҫӳреме чарать.

СИМа патшалӑх регистрацийӗ тумаççӗ. СИМ хуҫасене гражданла яваплӑха страхламалли тивӗҫе (ОСАГО) пырса тивмест. Унпа ҫӳреме граждансене транспорт хатӗрне тытса пыма водитель удостоверенийӗ кирлӗ мар.

Мопедсем Таможня пӗрлӗхӗн «Кустӑрмаллӑ транспорт хатӗрӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен» техника регламенчӗпе килӗшӳллӗн (ТС 018-2011) «L» категориллӗ моторанспорт хатӗрӗсем шутне кӗреҫҫӗ, вӗсен ТР ТС 018-2011 требованийӗсене тивӗҫтермелле (ҫывӑхри тата инҫетри çутăсен фарисем, ҫутта каялла тавăракансем, малти тата кайри габарит ҫутисем, тормоз сигналӗсем, пăрăнăçсен кӑтартӑвӗсем, транспорт хатӗрӗсен хыҫалти регистраци паллине ҫутатмалли хатӗрсем, транспорт хатӗрне ирӗк илмесӗр усӑ курассинчен хӳтӗлемелли, ятарласа асӑрхаттаракан ҫутӑсем, шинӑсемпе оборудованисем) тата «М» категориллӗ транспорт хатӗрӗсен прави пулмалла.

Ҫав хушӑрах ҫавнашкал транспорт хатӗрӗсемпе правăна пӑссан Административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 12 пайӗн тивӗҫлӗ статйисемпе квалификациленеҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев