Реклама
Хыпарсем
Çухату тунсӑхӗ
Мăшăрăма Рамиль Закиулловича аса илсе Сывпуллашу
Пурнӑҫӑмăн ҫавӑн пек пӗр вăхăтӗнче – пурнӑҫран пӗлтерӗш, чун-чӗре канăçлăхӗ пулман пӗр самантӗнче тӗл пултӑм эпӗ ăна. Ун умне хам килсе тухрӑм. Пырса тăтăм та: «Эсӗ мӗн шутлатӑн, манăн мăшăрăм санӑн арӑмна юратать вӗт», терӗм. Вӑл ман ҫине пӑхса тăчӗ-тăчӗ те: «Юрать, тӑванӑм, вӗсем пӗрле пурӑнччӑр, эпир вара пӗрле пулар!», – терӗ. Унăн çак «тăванăм» тени, кӗтмен çӗртен йышăну туни, пӗр сăмахпа татса калани мана пӗрле пурăннă вăтăр çул тăршшӗпе чун канăçлăхӗ пачӗ.
Çăмăл пулчӗ тесе калама пултараймастӑп пурнăçа. Унӑн ывӑлӗ – пӗрремӗш ҫемйинче юлнӑ, манăн икӗ ывӑл... Çакна та пăхмасăр, пурне те ҫӗнӗрен пуҫласа, иртнине манма тăрăшса, çапла пӗрле пурăнма пуçларăмăр эпир. Ҫулсем иртнӗçемӗн, хӗрӗмӗр те ҫуралчӗ. Пурнăçри уявсенчен пӗринче вăл: «Эпир вӗт кӗлтен, феникс кайӑк пек, çӗнӗрен чӗрӗлсе тăнă пек, çӗнӗрен юрату тупрăмăр», – тесе каланăччӗ.
Шӑпа пурсăмăра та сăнать. Пурте пур ӗнтӗ – ҫурт тунă, ачасем вырнаçнă, мӑнуксем çуралса ӳссе пынă вăхăтра Рамилӗм чирлеме пуҫларӗ. Онкологи коридорӗнче тухтӑр килессе хумханса кӗтнӗ май эпӗ унран: «Мӗншӗн-ха эсӗ çав тери кӗтетӗн ҫав врача», – тесе ыйтрӑм. Вӑл вара: «Сирӗн урӑх больницӑна каймалла, рак чирӗ сирте ҫирӗпленмерӗ», тесе калӗç, çавна кӗтетӗп», – терӗ. Ҫук, ун пек калакан пулмарӗ. Пачах урӑхла, «эсир ӗнтӗ виҫӗ ҫула кая юлнă», – терӗç. Апла тесен те, элле шанмарӗ, элле кӗрешме шут тытрӗ Рамилӗм – çавах шӳтлерӗ, çынсенчен ютшăнмарӗ, тусӗсемпе хутшӑнма пӑрахмарӗ, ырми-канми ӗҫлесе çӳрессине малалла тăсрӗ.
Анчах диагноз-диагноз ҫав ӗнтӗ, килсе çитрӗ çакăн пек вăхăт – хирургсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулчӗ. Шӑтарса пӗтерсе, хырăмӗнчен, пурӗ те ыратнине кăна çăмăллатассишӗн, кăларса хăварнă шлангăсене аллине тытса вӑл: «Шутланăччӗ, мана чирлӗ тесе врачсем йӑнӑшнӑ пулӗ тесе. Ҫук иккен, вӗсем йӑнӑшмаҫҫӗ иккен», – терӗ. Ҫак юлнă тӑватӑ уйӑх пирӗншӗн вут ăшӗнче иртрӗ. Унăн вилес килменни, пурӑнма тăрăшни, ӗмӗчӗ – курманнине ан кăтарттăр, куракансене сапăрлăх патăр, тесе каласси ҫеҫ юлать.
Ăçтан-тăр илтни пурччӗ, имӗш ют çӗршывсенче «Мӗнле чиртен вилнӗ пулăттăр?» текен ыйту ҫине американецсем «онкологирен» тесе хуравланӑ. Тӑвансене, ҫывӑх ҫыннусене курса юлатăн, ӗçлесе пӗтерменнине пурнăçлама вăхăт парăнать, имӗш. Тен, ҫапла пулӗ. Эпӗ вара çак чире курайми пултӑм. Чи ҫывӑх ҫынна ҫӑлса хăварас килет, вилӗм аллине парас килмест –чир вара вăл санран вӑйлӑрах, илсе каять. Тата çак ситуацире канăçсăрлантарни – те чун ӳтрен уйрӑласшӑн мар, те ӳт чуна парăнасси килмест – вӗҫне ҫитиччен турткалашать. Критикӑлла хала çитнӗ чухне юн та чи кирлӗ органсенче кӑна çӳреме пуҫлать иккен вӗт.
Пурнăçран илемлӗ уйрăлса кайрӗ Рамилӗм. Икӗ кун хушши ҫунă ҫумӑр чарӑнчӗ, хăй пек уççăн, ялтăраса хӗвел тухрӗ. Темӗн чухлӗ ҫын пухӑнчӗ. Унăн çумӗнче эпӗ, ачасем, тӑвансем тӑтӑмăр. Ютра ӳснӗ ывӑлӗ те килсе çитрӗ. Анчах кая юлнăччӗ ӗнтӗ. Вăл «Папа» тесе чӗннине хирӗç Рамилӗм пуҫне ун еннелле пăрса, куҫӗсене уçса пăхса илме кăна пултарчӗ...
Çак çухату ыратăвне нимпе те ăнлантарса, каласа пама та пулмасть – хăйӗн пуçӗ çине йăтăнса анмасăр çын çакна ăнланмӗ. Ăнланма та ан çыртăр! Кашнийӗн хаклă çынни юнашар пултӑр!
Тав сăмахӗсем калас килет. Чи малтан Ильмас Шигабутдинова, Иосиф Кукушкина, Гафуровсене: Джаудат Аппаувича, Барис Аппаувича, Марат Гафарова тата унăн командине. Ачасене, икӗ енчи тӑвансене, ӗҫ коллективне, тӗрлӗ районпа хуласенчи коллегăсене, ветеран-редакторсене, туссене, йӗри-таврари кӳршӗсене, район, Ҫӗнӗ Кахăрлă ял халăхне. Паянхи кун вилнӗ çынна юлашки çула ăсатасси, йӑла-йӗркене пурнӑҫласси пысӑк тӑкак ыйтать иккен. Тӗрлӗ пулăшусемшӗн пурне те тавтапуҫ!
Резида Замалтдинова, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев