Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çуд залӗнчен

Ҫӗпрел район сучӗ 2021 ҫулăн 9 уйăхӗнче ӳсӗрле тепӗр хут руль умне ларнă 6 ҫыннӑн ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ тата вӗсене наказани палăртнă

 

Ҫӗпрел район сучӗ умне Р.Сабиров, И.Алимов, С.Семенов, И.Ситдиков, А. Кадыйков тата И.Сюпин тăнă. Вӗсене çакăнччен те ӗнтӗ пӗр хутчен ӳсӗрле тытса чарнă, штраф тӳлеттернӗ тата 1,5 ҫуллӑха машина çӳретмелли правинчен хăтарнă. Анчах штраф тӳлесен те, автотранспорт çӳретмелли правинчен хăтарнине те пăхмасăр, каллех ӳсӗрле руль тытнă.

Суд вӑхӑтӗнче вӗсен айӑпне пӗтӗмпех çирӗплетнӗ. Ҫӗпрел район сучӗ И.Сюпина 2 (икӗ) çула транспорт хатӗрӗсемпе çӳреме чарнă, ертсе пыракан  ӗç-хӗлпе интересленес ирӗкрен хăтарса, вырăнти самоуправлени органӗсемпе килӗшӳллӗн палӑртакан вырӑнсенче 200 сехет обязательнăй майпа ӗçлеттерме палăртнă. Çавăн пекех, А.Кадыйкова 2 çула транспорт хатӗрӗсемпе çӳрес правăран хăтарнă, 250 сехет обязательнăй ӗç палăртнă, И.Ситдикова 180 сехет обязательнăй ӗç, 20 пин тенкӗ штраф тата 1,5 çула машина çӳретмелли правинчен хăтарнă, С.Семенова 250 сехетлӗх обязательнăй ӗç тата 1,5 çула машинăпа çӳремелли правăран хăтарнă, И.Алимова 250 сехетлӗх обязательнăй ӗç тата 1,5 çула машинăпа çӳремелли правăран хăтарнă, Р.Сабирова 200 сехет обязательнăй ӗç тата 2 çула машина çӳретмелли правăран хăтарнă.

Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене пӑсакансемшӗн штрафсен сумми  ӳснӗччӗ.  Чи çивӗч наказани ӳсӗр пуçпа транспорт хатӗрӗсемпе çӳрекенсене тӳрӗ килет. Вӗсене, унчченхи пекех, 15 талӑка  лартмаҫҫӗ, 30 пин тенкӗ тӳлеттереççӗ. Унсӑр пуҫне, суд решенипе килӗшӳллӗн пӗр çулталăк çурăран пуçласа икӗ çул таран транспортпа çӳремелли правасăр тăрса юлатăн. Ӳсӗртекен шӗвекпе усă курнă май руль умне тепӗр хут ларсан вара наказани тата çирӗпрех пулать.

(Статьяна район сучӗн пресс-центрӗпе пӗрле хатӗрленӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев