Çу – шыва кӗмелли вăхăт
Çу кунӗсем çитрӗç. Паллах, шыва кӗрес, хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртас та килет. Шыва кӗнӗ чухне пурнăçлама тивӗçлӗ хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтеретпӗр
Хăрушсăрлăх никӗсӗсем
–Типӗ те шӑрӑх кунсем тăнă чухне халăх юханшыв, пӗве хӗррисенче шыва кӗме тата канма вырӑн шырать, кун пек вырӑнсем ҫитменни вара шыва кӗрессишӗн юрăхсăр тата çак тӗллевсенче оборудованилемен шыв участоксемпе çыранӗсенче пулма хистет. Ҫавӑн пек вырӑнсенче шыва кӗни, шыв-шурсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене пурнăçламанни суранланасси (травма), хӑш-пӗр чухне, шел пулин те, ҫынсен вилӗмӗ патне илсе ҫитерме пултарать, – тет районти пушар сӳнтерекен гарнизонăн начальникӗ Роман Колпаков. Çавна май хăйӗн канашӗсене сӗнет.
– Асăрхаттарни тата ирӗк паманни çинчен çырнă щитсем хунă вырăнсенче, оборудованилемен, пӗлмен вырăнсенче шыва кӗмелле мар, çак тӗллевсемшӗн юрăхлă туман тата пӗлмен вырăнсенчи сооруженисем çинчен, кимӗ çинчен шыва сикмелле мар, спиртлă шӗвексем ӗçмелле мар, ӳсӗр пуçпа шыва кӗмелле мар. Çак тӗллевсемшӗн палăртман вырăнсенче мечӗкпе выляма, спорт вăййисем ирттерме, çаплах шыва кӗрекенсем хыççăн шӳтлесе хăвалама юрамасть. Хӑма, пӗрене, хăмаран тунă кимӗсем, автомобиль камерисем, сывлăш тултарнă матрацсем ҫинче ишме чараҫçӗ, – тесе аса илтерет вăл. – Шыв-шурсенче шӑнса кайиччен тата ывӑниччен шыва кӗме те юрамасть. Ачасене хăйсене кăна шыв хӗрринче хăварма вара юрамасть.
Çавна май районти тӗп больницăн врачӗ Илгизяр Хуснутдиновăн канашӗсене итлени те сиен памӗ.
– Шыва кӗрессишӗн чи меллӗ вӑхӑт: ирхине е каҫхине, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра хӗвел минретес хӑрушлӑх çук. Шыв температури +17, +19 градусран кая пулма тивӗçлӗ мар. Шывра 20 минутран ытла тăма юрамасть. Шӑнса кайиччен шыва ан кӗрӗр. Ҫавӑн пек вăхăтра шăнăр туртас, ăна çухатас хăрушлăх ӳсет. 15-20 минут шыва кӗрсен, каннă хушăра хускануллӑ вӑйӑсем выляса илни лайăх. Хӗвел ҫинче чылай вӑхӑт пулнӑ хыҫҫӑн, шыва сасартăк кӗме е сикме юрамасть. Ҫан-ҫурӑм шăнсан, мышцăсем хытӑ туртма пуҫлаҫҫӗ, тата ҫакă сывлăша пӳлме пултарать. Ӳсӗр пуҫпа шыва ан кӗрӗр. Алкоголь пуҫ миминчи юн тымарӗсене пӗрет.
Шыва путнӑ ҫынна ҫӑласси пирки те темиҫе сӑмах. Инкеке лекнӗ çын тӑнсӑр пулсан, унӑн пуҫне шыв ҫийӗн ҫӗклесе илсе тухмалла. Ҫыранра путаканăн ҫӑварне тасатмалла. Ун хыççăн, ӳпкери шывран хӑтӑлассишӗн, сиен куракана пичӗпе аяла пăхтарса, хуçлатнă чӗркуççи çине вырттармалла, çурăмӗнчен темиçе хут пускаласа илмелле. 1-2 минут хушшинче сывласа ярайманни вилӗм патне илсе ҫитерме пултарать. Пульс ҫукки, куçсем чарăлса кайни – чӗре ӗçлеме чарăннин пӗрремӗш паллăсем. Кун пек чухне тăхтаса тăмасăр искусственнăй сывлăш тата кăкăр клеткине хăвăрт 4-5 хутчен ҫивӗччӗн пусса илсе искусственнăй сывлăш памалла, – тет врач.
Çыннăн организмӗ 80 проценчӗ шывран тӑрать пулсан та, шыв хăрушă пулнине те манма юрамасть. Шывра путма нумай вăхăт кирлӗ мар – 1-2 минут та çитет. Ҫавӑнпа хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен пурнăçӗпе тимлӗхлӗ пулсанччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев