Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çу – нумай сӗт туса илмелли тапхăр

Ҫу – выльӑх-чӗрлӗх отрасльне  аталантарма тата унран сахал тăкаксем тытса нумай продукци туса илессишӗн чи лайӑх вӑхӑт

«Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмӑна пăхăннă  филиалсенче сӗт паркан выльăхсене май уйăхӗн çурринчен пӗтӗмпех ҫуллахи лагерьсене кăларчӗç тата ӗнесене çитерме тивӗçлӗ калăпăшра симӗс конвейерсемпе улӑх-ҫаранӗсем пулнă фермăсенче сӗт сумалли кăтартусем куçа курăнмалăх ӳсрӗ.

Паян кашни ӗнерен талăксерен 28,9 килограмм сӗт сăвакан Хулаçырми филиалӗн выльӑх пӑхаканӗсемпе каçхи сăвăм вăхăтӗнче курнăçрăмăр. Талăксерен тăватă тоннăран ытла сӗт сутассишӗн ултă доярка хăйӗн пайне кӗртет. Кӑмӑлӗсем лайӑх. Халӗ кăна килсе çунă ăшă çумăрсем те симӗс апата лайăх ӳстернӗ. Çакăнччен 50шар гектар лаптăка йышăнса тăракан ҫурхи культурӑсене, хутăш апат тата костер курăкне çитернӗ. Кунта  симӗс апат ҫумне хушса кашни ӗнене оо шутӗнчен фураж та параççӗ.

– Çăва тухсанах сӗт ӳсрӗ. Паян ӗнтӗ фермăсенче пӗр ӗнерен вӑтӑр килограма яхăн  сӗт сăватпӑр. Ҫулӑхӗ 4,1 процент. Таварлăхӗ вара 91 процентран ытла. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илес енӗпе иртнӗ çулхи шая ҫитрӗмӗр, – тесе калаçать филиалăн директорӗ Рафаиль Алимов. 12 çул ертӳçӗ тилхепине туртнă Рафаиль Файзуллович дояркăсен коллективӗнче хӑйсен ӗҫне юратса пурнӑҫлакан питӗ те опытлӑ выльӑх пӑхакансем пуррине те палӑртрӗ. Ольга Егорова, Наташа Арманова, Лидия Мелкина, Роза Куракова тата Мария Гордеева хастаррисен шутӗнче тăраççӗ.

Ирхи сăвăмран каçхинехиччен ӗнесем ыраш пуссинче тата улăхра çӳреççӗ. Филиалра каçхи кӗтӳ те йӗркеленӗ. Каçхинехи сакăр сехетрен пуçласа çурçӗрччен выльăхсем уçă сывлăшра, кăнтăрлахинчен лайăхрах çиеççӗ. Çакăн çинчен кӗтӳçӗсем Владимир Ульяновпа Петр Львов çирӗплетеççӗ.

Лагере  çу уйăхӗсенче  юсанă. Сӗт блокӗнче тирпей хуçаланать, сумалли оборудованисем те йӗркеллӗ, картасем юсавлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев