Ӗçӗсене хисеплесе
заслуги
Нумай ҫул тухăçлă ӗҫленӗшӗн ӗҫ ветеранне Рафаэль Киямович Камалтдинова Тутарстан Республикин «Ӗçри хастарлăхшăн» медалӗпе наградӑларӗç.
«Тутарстан Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарнă çӗрте тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Виталий Васильевич Землемерова пачӗç.
Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, ял хуҫалӑх енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн «Цильна» обществăн тӗп бухгалтерне Гулюса Рахимовна Хамадзянована «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ», çутӗç ӗçӗнче кăтартуллă ӗçленӗшӗн Ҫӗнӗ Кахăрлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулăн директорне Шамиль Мубаракзянович Абдрахманова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» текен хисеплӗ ятсем пачӗç.
Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе чыслă ӗçӗсемшӗн Ҫӗпрел районӗнчи тӗп больницӑн тӗп бухгалтерӗ Джамиля Шайзяновна Ракипова Тутарстан Республикин Раисӗн Тавне тивӗçлӗ пулчӗ.
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн тата Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Тав ҫырӑвӗсене районти Культура çурчӗн художество ертӳҫи Галия Абдулгалиевна Ахмадова, çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Фиалитович Халиуллов, «Тăваньел пахчисем» хуҫалӑхăн ертӳҫи Фарида Хайруллина, «Ҫӗпрел Агрохимсервис» обществӑн механизаторӗ Ильгиз Ирфанович Алимов тивӗçлӗ пулчӗç.
Тутарстан Республикинчи Культура министерствин «Культурăри тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăна Хулаçырми ялӗнчи Культура çурчӗн художество ертӳҫине Клара Петровна Портнована тата районти Культура çурчӗн художник-оформительне Ильмас Ирфанович Нафиева пачӗç.
Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тав ҫырӑвӗпе, кăкăр çине çакмалли паллăпа тата агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен Совечӗн саламлӑ адресӗпе Назип Шайзянович Мурасов тата Вера Никодимовна Ларионова наградăланчӗç.
«Ҫӗпрел районӗ йӗркеленӗренпе 90 ҫул» юбилей медалӗсене агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене Николай Иванович Наумова тата Петр Степанович Спиридонова пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев