Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗçӗсене хисеплесе

Саламлатпăр!

Республикӑн ветеринари ӗçӗ-хӗлӗнчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессишӗн кӗртнӗ пайӗшӗн тата нумай ҫул чыслă ӗҫленӗшӗн районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн ветеринари лабораторийӗн лаборанчӗ Галина Владимировна Хубахова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫрӗ. 

Нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Фламинго» обществӑн директорне Альфред Альбертович Низамова «Тутарстан Республикинчи пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхăн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ят пачӗç. 

Ыр кăмăллăх ӗçне пысăк пай кӗртнӗшӗн тата республикӑри пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ программӑсене татса парас енӗпе активлă хутшăннăшăн «Цильна» обществӑн директорне Барис Аппарович Гафурова «Çулталӑк лидерӗ» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин Дипломне пачӗç. 

Тутарстан Республикинчи ял хуҫалӑх отраслӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн финанспа экономика пайӗн консультантне Наталия Владимирова Кузьминана; Тутарстан Республикинче сывлӑх сыхлавне хăйӗнчен пысӑк пай кӗртнӗшӗн тата нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн районӗнчи тӗп больницӑн врач-терапевтне Ильгизяр Рустамович Хуснутдинова; Тутарстан Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗшӗн Федераци казначействин Тутарстан Республикинчи 14-мӗш пайӗн аслӑ казначейне Римма Джавдатовна Зартдинована Тутарстан Республикин Министрсен кабинечӗн Тавне пӗлтерчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев