Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗçӗсене хисеплесе

Заслуги

 

  Республикӑра физкультурӑпа спорт аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗшӗн, нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Спорт шкулӗн» тренерӗ Фарит Исламетдинович Ахметов «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ята;

Республикӑн строительство отрасльне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Строй Град» общество директорӗн çумӗ Валерий Николаевич Татаркин «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» текен хисеплӗ ята;

Çутӗç системинчи ăнăçăвӗсемшӗн тата нумай çул чыслă ӗçленӗшӗн Упи вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Людмила Петровнӑна Сердцева «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» текен хисеплӗ ята тивӗҫрӗç.


  Ыркăмăллăх ӗçӗ-хӗлӗнче лайăх обществăлла шухăш-кăмăл йӗркелес, республикӑри пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ программӑсене татса парас ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн «Çулталӑк ыркăмăлçи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин Дипломӗпе: «Цильна» обществăн директорӗ Барис Аппаувич Гафуров, Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, «ТУС» обществӑн генеральнӑй директорӗ Николай Федорович Угаслов парнеленчӗç.

  Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата çутӗç ӗçӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнчи ОБЖ вӗрентекен Петр Иванович Рафиков Раҫҫей Федерацийӗн çутӗç Министерствин Хисеп грамотине тивӗҫрӗ.

  Нумай ҫул чыслă ӗҫленӗшӗн тата республикăн  пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхне аталантарас енӗпе пысăк пай кӗртнӗшӗн «Прогресс» МУП директорне Евгений Николаевич Иванцова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне пӗлтерчӗç.

  Нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата культура аталанӑвне пысăк пай кӗртнӗшӗн Шланка ял библиотекин заведующийӗ Фарида Халиулловна Сагдиева Тутарстан Республикин Культура министерствин «Культурăри тава тивӗçлӗ ӗҫӗсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа парнеленчӗ.

  Республикӑри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗл кăтартăвне ӳстерес, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Тутарстан Республикинчи муниципалитет пӗрлӗхӗсен совечӗ» Ассоциацийӗн Хисеп грамотисене районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫине Данис Абдулхарисович Сатдинова, Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Петр Николаевич Артемьева пачӗç.

  «Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята: ӗç ветеранӗсене Иршат Заирович Закирова, Сергей Ананьевич Салифанова пачӗç.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев