Ӗçӗсене хисеплесе 1
Ӗçӗсене хисеплесе
Тутарстан Республикин социаллӑ экономикине çирӗплетнӗ çӗрте пысăк пай кӗртнӗшӗн Хулаçырми ял тăрăхӗн депутачӗ Сергей Ананьевич Салифанов «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» медальпе парнеленнӗ.
Ял хуçалăхӗнче нумай çул тата кăтартуллă ӗçленӗшӗн «Цильна» обществăн уй-хир бригадин бригадирне Шафик Алявутдинович Садриева, ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн финанс-экономика пайӗн пуçлăхне Виктор Иванович Хрисанова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуçалăх ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ят панӑ.
Нумай ҫул хушши кăтартуллă ӗҫленӗшӗн, вырăнти органсен ӗçӗ-хӗлне аталантарнă çӗрте тивӗçлӗ пай кӗртнӗшӗн Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн экономикин уйрăмӗн тӗп специалисчӗ Зумрат Ахметовна Юсупова «Тутарстан Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарассишӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе парнеленчӗ.
Ял хуҫалӑх отраслӗнче нумай çулсем хушши тата кăтартуллă ӗçленӗшӗн «Çӗпрелӗнчи агрофирма» яваплăхӗ чикӗленнӗ обществăн Шланкари тракторсен паркӗн тракторист-машинистне Вильдан Яруллович Низамова «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ ял хуçалăх ӗçченӗ» текен хисеплӗ ят панӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев