Ӗçрӗн — руль умне ан лар!
Суд залӗнчен
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1-мӗш номерлӗ обществăлла сучӗн участокӗнче ӳсӗрле руль умне ларнӑ Н. Я. гражданинăн ӗçне пӑхса тухрӗç, ун тӗлӗшпе 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хăварма суд решени кăларчӗ.
Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăсакансемшӗн штраф виҫи чылай пысӑкланнăччӗ. Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи çирӗп наказани кӗтет. Вӗсене, малтанхи пек, 15 талӑклӑха хупса лартмаҫҫӗ, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф параççӗ е 1,5-2 ҫуллӑха водитель прависӗр тăратса хăвараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев