Реклама
Хыпарсем
Ӗçрӗн пулсан, транспортпа ан çӳре!
Тутарстан республикин территорийӗнче ӳсӗр водительсем хутшăннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шутне чакарас тӗллевпе, республикăри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ ӳсӗрле руль тытса пыракана тытса чарнă, суд умне тӑнӑ водительсене районти хаҫатсенче çырса кăларса пыма сӗнет.
– Ҫак кунсенче Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи 1-мӗш номерлӗ обществăлла суд участокӗнче ӳсӗрле автотранспортпа çӳренӗ тата районти ГИБДД ӗçченӗсем тытса чарнӑ граждансем тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен ӗҫсене пӑхса тухрӗç, – тесе пӗлтерет район территорийӗнче çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхне тивӗçтерекен комисси.
Суд умне Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнчен З.Камалов, Кивӗ Кахăрлăран Н.Сабирзянов, Ульяновск облаҫӗнчен А.Токмаков тата Кивӗ Тăваньел ялӗнчен Б.Рафиков тăчӗç. Суд вӗсене 1 çулталăк та ултă уйăхлăха машина çӳретмелли правинчен те хăтарма тата 30 пин тенкӗ административлӑ штраф тӳлеттерме йышăну турӗ.
Редакцирен: Тутарстан республикин территорийӗнче ӳсӗр водительсем хутшăннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шутне чакарас тӗллевпе, республикăри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ ӳсӗрле руль тытса пыракана тытса чарнă, суд умне тӑнӑ водительсене районти хаҫатсенче çырса кăларса пыма сӗнет. Кун пирки республика, районти патшалăхăн çул-йӗр-юхăмӗн инспекцийӗн ӗçченӗсем, комисси ертӳҫисем тата хаҫатӑн тӗп редакторӗсем хутшăннипе иртнӗ онлайн-канашлура та пӗлтернӗ. Эсир хӑвӑра хаҫатра, социаллӑ сетьсенче начар енне курасшӑн мар пулсан, ӗҫкӗпе иртӗхсе, ӳсӗр пуçпа транспортпа ан ҫӳрӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев