Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ӗçри хастарлăхшăн» медаль – тивӗçлӗ пулнисемшӗн

«Цильна» обществӑн тӗп экономисчӗ Тальгат Бухаров пысăк наградăна тивӗçлӗ пулчӗ – республикӑри агропромышленность комплексне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, нумай çул чыслă ӗçленӗшӗн ăна «Ӗçри хастарлăхшăн» медаль пачӗç.

Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗн Султан тата Факия  Бохаровсен ҫемйинче пиллӗкмӗш – тӗпчӗк ывăл пулса çут тӗнчене килет вăл.

Вӑтам шкула питӗ лайăх паллăсемпе вӗренсе пӗтерсен, яш каччă малалла ӑҫта вӗренессине пӗр иккӗленмесӗр татса парса, Ульяновск хулинчи ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗрет. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, пӗр вӑхӑт, Ульяновск хулинче ӗçлесе опыт пухать. Унтан çарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, тӑван ялне таврӑнать.

«Цильна» колхозра пӗлӳллӗ, ҫамрӑк специалиста хаваслансах ӗҫе илеççӗ, ҫав ҫулах ӑна тӗп экономист должноҫне шанса параççӗ. Акӑ 35 ҫул ӗнтӗ вăл ҫак яваплӑ ӗҫе пурнăçлать.

– Професси вăрттăнлăхӗсене ӗçле-ӗҫле вӗренетӗн, ӗçле-ӗҫле çирӗпрех юратма пуçлатăн. Паллах, 35 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ экономист ӗҫне паянхипе танлаштараймăн. Ун чухне алӑпа ҫырса пырса, шут-хисеп тумаллаччӗ, халӗ мӗнпур цифрăсем компьютерта. Çак  ӗç енӗпе тата мӗнле кӑна ҫӗнӗ программӑсем кӗртмеҫҫӗ-ши?! Тухӑҫлӑ ӗҫлес тетӗн пулсан, вӑхӑтран та юлмалла мар, ҫавӑнпа вӗсене вӗренсе пырас пулать, – тет Тальгат Бухаров.

Тальгат Султановичӑн ӗҫ кӗнекинче юлашки 35 ҫулта ҫырса хуни пӗрре ҫеҫ – «Цильна» обществӑн тӗп экономисчӗ.

– Хӑйӗн ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑсти. Ҫак чыса, наградӑна вӑл, паллах, тивӗҫлӗ, – тет унӑн ертӳҫи, «Цильна» обществăн директорӗ Барис Гафуров.

Реклама

Медалист хӑйӗн ӗҫне çапла хакланине хӑйӗн коллективӗпе çыхăнтарса калать.  «Пирӗнни пек туслӑ та пӗрлӗхлӗ коллектив ниҫта та ҫук та пулӗ, эпир пӗр ҫемье пек пурӑнатпӑр», – тет.

Хӑйӗн ҫемйинче те тӗслӗхлӗ кил хуçи, пирӗн статьян геройӗ. Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен мӑшӑрӗпе Гулюся ханумпа пӗрле вӗсем икӗ ача ҫитӗнтернӗ. Вӗсене ҫирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшнă. Аслă çулсенчи Бухаровсем хӑйсен ачисемшӗн хӗпӗртесе, ҫак пурнӑҫра вӗсем  хӑйсен вырӑнне тупнӑшӑн савӑнса пурăнаççӗ.

Тальгат Султановичăн чыслă ӗçне тӗрлӗ ҫулсенче район, ТР Ял хуҫалӑх Министерствин Хисеп грамотисемпе палӑртнӑ. 2013 ҫулта вăл «Тутарстан Республикин Тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» текен ята тивӗçнӗ.

Экономистăн ӗҫӗ цифрӑсенчен кӑна тăмасть, ӑна чун-чӗререн, уҫҫӑн та яваплӑн пурнӑҫласа пырсан кăна, кӗтнӗ кăтартăва çӗнсе илме пулать. Тальгат Бухаровăн вара, шӑпах ҫак пахалӑхсем унăн ӗçӗнче палăраççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X