Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗр çырли пиҫсе ҫитнӗ вӑхӑт

Ҫырла вӑхӑчӗ ҫитрӗ.

Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫак тапхӑра кӗтеҫҫӗ. Хăшӗсем вӑрман-ҫарансене çырлан тутлă шăршине шăршласа, уҫӑ сывлӑшра канма, хӗл каҫмалăх витаминсем хатӗрлеме, хăшӗ-пӗри тата ҫырла пухса сутса, укçа туса юлассишӗн, кам-тăр вара ахаль кăна çӳрет. Эсир ҫырла татма кайрӑр-и?

Анжела Унискова, Аслă Аксу ялӗ:

– Ҫырла пуҫтарма питӗ юрататӑп. Эпир яланах ҫемьепе ҫырла татма каятпӑр.  Кӑҫал ҫырли питӗ лайӑх, шултра. Çырласене вара ку çул сахӑр песокӗпе хутӑштарса морозильника хурас тетӗп. Ытти ҫулсенче варени, компот хатӗрлеттӗм.

Лилия Нуретдинова, Анат Хураката:

– Эпир кӑҫал ҫырла пухма васкамастпӑр. Лайӑхрах пиҫессе кӗтетпӗр. Çырласене питӗ хăвăрт пуçтаратăп, ҫын пӗр витре пуҫтариччен, эпӗ иккӗшне тултаратӑп.  Ир-ирех, хӗвел хӗртме пуçличчен ҫырла татма каятпăр. Хурӑн ҫырлине те кăштах пуҫтартăмăр.

Василий Битяков, Кивӗ Ҫӗпрел:

– Ҫулталӑкӗпех ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнатӑп. Вӑхӑт пулнă çемӗн: хӗлле, ҫулла, ҫуркунне, кӗркунне ҫемьепе, туссемпе ҫутҫанталӑкра пулма тӑрӑшатпӑр. Халӗ ҫырла, иван-чей, матрӳшке ӗлкӗрнӗ вăхăт. Хӗл валли пӗтӗмпех пуҫтаратпӑр, настойка тăватпăр, варени хатӗрлетпӗр. Мунча милӗкӗ, кӑмпасем ҫинчен те манмастпӑр. Шутласа пăхсан, çутҫанталӑк хӑйӗн пуянлӑхӗпе ҫыншӑн ӗҫлет вӗт. Ҫавӑнпа та, хӑш-пӗр писательсем ҫӗре тата ҫутҫанталӑка аннепе танлаштараççӗ: Ҫӗр-Анне, Ҫутҫанталӑк-Анне. Унӑн ырлӑхӗсемпе усӑ курса, вӗсене сыхласа пурăнас пулать!

Наталья Маркова, Çӗнӗ Йӗлмел:

– Пур ҫырла та: ҫӗр ҫырли те, виктори те – пурте пахчара ӳсеҫҫӗ. Канлӗ те, ниҫта ҫӳремелли те ҫук. Тухатӑп та пуҫтарса кӗретӗп. Ӗнер ҫеҫ ҫӗнӗрен пиçнисене татрăм. Варени хатӗрлетӗп, сахӑр песокӗпе хутӑштарса контейнерсене тултаратӑп та морозильника лартатӑп, ҫапла витаминсем упранаççӗ.

Алсу Хайруллова, Çӗнӗ Çӗпрел:

– Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ку ӗҫе юратсах каймастăп. Витрене те пуҫтаратӑп, çисе те пăхатăп, анчах пуҫтарăнмасть çав. Ку характерпа ҫыхӑннӑ, теҫҫӗ специалистсем. Чӑтӑмлӑ та лӑпкӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫеҫ ҫырла пухма пултараççӗ, тесе шутлатӑп. Çырла ытларах пасарта туянатӑп.

 

Усӑллӑ информаци

Ҫӗр ҫырли усал шыçăран хӳтӗлет

Ҫырлара пектин, сахӑр, тимӗр, кальци пур. Вӑл лимонпа панулми кислотисемпе, С витаминпа пуян. Ҫырла апат анассине лайӑхлатать, ӑс-тӑна лайӑхлатать, ӗҫес килнине пусарать, апат ирӗлтерессине, шӗвексен ылмашăвӗн ӗҫне лайӑхлатать, юн пусӑмне йӗркелет. Ҫырлана хӗлле  валли типӗтсен те усӑллӑ. Вӑл тар кăларать, шӑнса пӑсӑлнинчен усӑллă. Тухтӑрсем гипертони, пыршӑлăхпа проблема килсе тухсан усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Ҫырлана усал шыçă килсе ан тухтăр тесе те ҫимелле, теҫҫӗ.

Ҫӗр ҫырлинчен питӗ тутлӑ варени

Ҫакна тума 1 кг ҫырла валли 1 кг сахӑр песок кирлӗ. Ҫырласене ҫумалла, ҫиелтен сахӑр сапмалла та сакӑр-вунӑ сехетлӗхе хӑвармалла. Унтан ҫырласене майӗпен ҫунакан вут ҫине лартмалла, вӗренӗ хыҫҫӑн пилӗк минут тытса тӑмалла. Кӑвайт ҫинчен илсе сивӗнтермелле. Унтан татах пилӗк минут вӗретмелле. Процедурӑна виҫ-тӑват хутчен тумалла. Банкӑсене стерилизацилесе варение тултармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев