Реклама
Хыпарсем
Çӗпрелӗнче пыл ярмăркки
«Хуратул», «Ҫӑка», «Тӗрлӗ курӑк» − пылӗн çакăн пек тата ытти сорчӗсене те регионсен хушшинчи ярмӑрккӑра сӗнчӗç
Иртнӗ эрнере район центрне ҫӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чи лайӑх хурт-хӑмӑр ӑстисем III регионсен хушшинчи пыл ярмӑрккине пуçтарăнчӗç. Ярмӑрккӑра Раҫҫейӗн 7 регионӗнчен хурт-хӑмӑр ӑстисем хутшӑнчӗҫ. Ульяновск облаҫӗнчен, Мордовирен, Чӑваш Енрен, Чулхуларан тата, паллах ӗнтӗ, Тутарстан Республикин тӗрлӗ районӗсенчен килчӗç вӗсем.
Пыл юратакансемшӗн суйласа илме майсем питӗ пысӑкччӗ: хуратул пылӗнчен пуçласа, тӗрлӗ сорт таран. Кунсăр пуçне тата тӗрлӗ пыл продукцийӗсене те сӗнчӗç. Хакӗсем те тӗрлӗренччӗ – кашни хӑйӗн пулнă майӗсенчен тухса, пыл туянма пултарчӗ.
Хурт-хӑмӑр ӑстисем каланӑ тӑрӑх, туянакансем хушшинче чи популярлă пыл тӗсӗ пулса – «ҫӑка пылӗ» тăрать. Унӑн тути те ҫемҫе, ҫавӑн пекех сипленмелли меслетсем те пур.
Ярмăркка уçăлнă ятпа мӗнпур хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.
– Кӑҫал ярмăрккă виҫҫӗмӗш ҫул иртет тата унта хутшӑнакансен шучӗ ӳссе пыни савӑнтарать. Районта та хурт-хӑмӑр ӗçӗ аталанса пырать. Паянхи кун 300тан ытла хурт-хăмăр ăсти, 2500тен ытла вӗлле шутланать. Малашне те районта хурт-хӑмӑр ӗçне аталантарасси çине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров. Район пуҫлӑхӗ малта пыракан хурт-хӑмӑр усракансене Тав ҫырӑвӗсем те пачӗ.
Малалла ертӳҫӗсемпе мероприятире хутшăнакансем ярмăрккă мӗнле пынипе паллашрӗҫ тата кашни хурт-хăмăр ăсти хăйӗн хурт-хăмăр ӗçӗ, пылăн хăйне евӗрлӗхӗсем ҫинчен каласа панине итлерӗç. Мӗн кӑна тумаҫҫӗ-ши вӗсем?! Калăпăр, нумай çултанпа хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен Марат Исхаков паян килти условисенче пыл хушса супăнь, тӗрлӗ кремсем хатӗрлеме пуҫланă, вӗсене ярмăрккăра та сӗнчӗç. Вӗсен палатки умӗнче темӗн чухлӗ ҫын пуҫтарӑннӑ: хӑшӗ ҫав супăнсене шӑршласа, тытса пӑхать, хăшӗ вара хурт-хӑмӑр ăсти калаçнине тӗлӗнсе итлет.
Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Асадулла Аббазов та хурт-хӑмӑр ӗрчетессипе чылайранпа интересленет. Халӗ унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене мăнукӗсене вӗрентет, вӗсем вара аслашшӗне пулӑшма ярмăрккăна та килнӗччӗ. Вӗсем вӗллесене куҫарса çӳреççӗ иккен. Ҫавӑнпа кашни пыл уйрӑммӑн – «ку вӑрман пылӗ», «ку чечекӗн», – тесе сӗнсе тăратчӗ Асадуллан мăшăрӗ Дилюза ханум.
Мари Эл Республикинчен килнӗ хурт-хӑмӑр ӑстисен патӗнче те пӗр ушкăн пуçтарăннă. Пӗлтӗр те вӗсен продукцине туяннă район çыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем татах вӗсенчен пыл туянма шут тытнӑ, Мари пылӗн тути вӗсене килӗшнӗ пулас. Саба вӑрманӗнчи пыл та тӗрлӗ тӗссемпе илемлӗн курăнса тăрать. Туянас текенсем вӗсем пыла 500-шер грампа, 1 килогрампа сутнипе те савӑнчӗç.
Кунсӑр пуҫне, тӗрлӗ регионран хурт-хӑмӑр ӑстисем ярмăрккӑна кирлӗ оборудованисем те илсе килнӗ, вӗсене ӗçлеттерсе те кăтартрӗç.
– Эпӗ ачаранпах пыл хурчӗсене юратрӑм. Паянхи кун эпир пыл уйăрттарассипе кӑна мар, пыл хурчӗсемпе усӑ курса ӳте сиплес ҫул-йӗре аталантарассине те шута илтӗмӗр. Çаксем пыл хурчӗн терапийӗ тата аэротерапийӗ, – тесе калаçрӗ паллă хурт-хăмăр ăсти, Чӑваш Республикинчен килнӗ Николай Пирожков.
Пыл ярмӑрккинче яланах пыл кӑна сутаççӗ тесе ан шутлӑр, ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ялӗсенче ҫитӗнтернӗ продукцие те кӑтартатчӗҫ. Пирӗн районта та халӗ ăшă енчи пек арбуза та, çаплах, виноград сорчӗсене те ӳстерме пулать иккен.
Пирӗн пенсионерсем, яланхи пекех, ярмарккӑра та хӑйсене кӑтартма май тупрӗҫ. Вӗсем хӑйсен пахчисенче ӳстернӗ пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла, консервăсен, варени куравӗсем йӗркеленӗччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пур ҫӗрте те сӑмавар вӗресе тӑчӗ, икерчӗ пӗҫерчӗç. Ярмăрккăна килнӗ ҫынсем пыл сӗрнӗ икерчӗ ҫисе, чей ӗҫсе, пыл туянчӗç.
Акаци пылӗ. Арҫынсемшӗн тата пӳре чирӗсемпе, шӑк антаракан ҫулсен чирӗсем пулнисемшӗн уйрӑмах усӑллӑ.
Горчица пылӗ. Сывлав ҫулӗсен чирӗсен вăхăтӗнче тата шӑк антаракан эмел пулнă май усӑ кураҫҫӗ.
Хуратул пылӗ. Тимӗр тата белок нумай: юн тымарӗсене тасатать, гемоглобин шайне ӳстерет. Йывӑр çын хӗрарӑмсене сӗнеҫҫӗ.
Каштан пылӗ. Вар-хырӑм тата пӗвер чирӗсенчен пулӑшать, юн тымарӗсене тата иммунитета ҫирӗплетет.
Кипрей (хӗлхен) пылӗ. Вар-хырӑм чирӗсенчен пулӑшать. Ыйхӑ килмен вăхăтра тата пуҫ ыратнинчен пӗр стакан шыв çине 2-3 апат кашӑкӗ ярса пăтратса ӗçмелле.
Клевер пылӗ. Гинекологи чирӗсенчен, геморрой тата астенирен усӑллӑ. Шӑк антарма тата хытă сурчăк кăларма пулăшать.
Ҫӑка пылӗ. Шӑнса чирлесен, ҫӳлти сывлав ҫулӗсен чирӗсенчен. Пӗвер, пӳре чирӗсене сипленӗ чухне, вар-хырӑм-пыршӑ тракчӗ шыҫҫипе чирлесен пулăшать, чӗре мускулӗсене ҫирӗплетет.
Улӑх-çаран пылӗ. Микробсене, шăнса чирлессине хирӗç пахалăхлă. Ӑна пуҫ, вар-хырӑм ыратнă чухне, чӗре хăвăрт тапнă чухне, ыйхӑ килмен чухне, ҫӳлти сывлав ҫулӗсен чирӗсен вăхăтӗнче те сӗнеҫҫӗ.
Хӗвелҫаврӑнӑш пылӗ. Чӗре чирӗсем, бронхсен астми, остеохондроз, невралги, уйрӑмах шӑнса чирленӗ вăхăтра усӑ кураҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле çирӗпленес енӗпе витӗм парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев