Çӗпрелӗн салтак каччисем
Кӗрхи призывра районăн 35 каччине ҫар службине илӗç. Çурхи призывра вара 37 каччă салтак тумӗ тăхăннăччӗ
Кӗрхи призыв пуçланчӗ
Октябрӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. РФ Оборона министерстви ҫӗршывăн мӗнпур 85 субъектӗнчен 128 пин каччăна ҫар чаçӗсене яма планлать. Ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче ҫак цифра 135 пин пулнӑ.
Ҫар ведомствăн пичет служби палӑртса иртнинчен, призывпа ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятисем те Роспотребнадзор требованийӗсене ҫирӗп пӑхӑннипе пурнӑҫланаççӗ. Ҫар службине сывӑ ҫамрӑксене кӑна пухма палӑртнӑ. Призыв тата сбор пункчӗсене ăсатнă чухне те ятарлӑ дезинфекци ирттернӗ автотранспортпа кӑна усӑ курӗҫ. Призывниксем, çар чаҫӗсене килсе çитсен те, вӗсем икӗ эрне хушши карантин ра тăрӗç.
Иртнӗ эрнерен районта та призыв пункчӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Тутарстан Республикин ҫар комиссариачӗн Пăва тата Çӗпрел районӗсенчи уйрăмӗн начальникӗ, подполковник Радик Тухфатуллин каланӑ тӑрӑх, Çӗпрел каччисем ҫар служби çине питӗ яваплӑ пӑхаççӗ. Пулас салтаксене шкултах ҫара хатӗрлени те лайӑх кăтарту парать. Ҫавӑнпа та салтаксенчен нумайӑшӗ кӗске кăна вӑхӑт хушшинче çар службин отличникӗ пулса тăраççӗ, тактикӑлла вӗренӳсенче пысӑк кăтартусем çӗнсе илеççӗ, командирсенчен вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене тав ҫырӑвӗсем килсе тăраççӗ.
Призыв комиссине килнӗ каччăсем те хăйсен салтак службине хатӗр пулни çинчен калаççӗ. Аслă вӗренӳ çуртӗнче пӗлӳ илекен Рамиль Бекмухамедов та: «Паллах, кашни арҫыннӑн ҫар шкулӗ витӗр тухмалла. Эпӗ те хамӑн тивӗҫе Тӑван çӗршыв умӗнче пурнӑҫлӑп», – тет.
Кӗрхи призыв декабрӗн 31-мӗшӗччен малалла пырать. Октябрӗн 15-мӗшӗнчен вара 8(495)498-96-96, 498-96-97, 498-96-98 телефон номерӗсемпе призыв ыйтăвӗсем енӗпе «хӗрӳ лини» ӗçлеме пуçлать. Ыйтусем килсе тухсан, çак номерсемпе тӳлевсӗр шăнкăравлама пулать.
Ногинск –Çӗпрел: шефа илнӗ чаçра
18 çул тултарсан Çӗпрелӗн каччисем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумайăшӗ вара, вӗсенчен Мускав облаҫӗнчи Ногинск хулинче вырнаҫнӑ 58172 ҫар чаҫӗнче çар службине иртеççӗ. Çак чаçпа Çӗпрел районӗн администрацийӗ хушшинче пӗрле ӗçлес енӗпе килӗшӳ те тунă. Паянхи кун кунта 17 Ҫӗпрел каччи хӗсметре тăрать.
Çулсерен район ертӳçисем çак чаçа кайса, каччăсен кулленхи пурнăç условийӗсемпе паллашса килеççӗ. Нумаях пулмасть район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин ентеш-салтаксем службăра тăракан чаçа татах кайса килчӗç. Ҫар чаҫне телевизор парнелерӗç. Салтаксемпе тӗлпулу йӗркелесе, вӗсене килтен илсе кайнă апат-ҫимӗҫсемпе хӑналарӗç.
Çак чаçра служба условийӗсем питӗ лайӑх, салтаксем яланах ашшӗ-амӑшӗсемпе те калаҫса тăраççӗ, çитерсе-ӗçтерессине те лайӑх йӗркеленӗ. Командирсем те ентеш-каччăсем ҫар служби çине яваплӑн пӑхнине палӑртса иртнӗ. Пирӗн салтаксем çар заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев