Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрелӗн çыннисем, типӗ курӑксемпе ҫӳп-ҫапа ан çунтарăр. Штраф икӗ хут ӳсет

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫӗпрел муниципаллă районăн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн актсен залӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ пулса иртрӗ.

Тӗп тема – 2023 ҫулта Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ.

Чӗннисем хушшинче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район центрӗнчи тата ял хуҫалӑх организацийӗсемпе предприятисен ертӳҫисем пурччӗ.

Ларура Ҫӗпрел районӗнчи 114-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн пуçлăхӗн Эльвир Салаховăн, Ҫӗпрел лесничествин участокӗн лесникӗн Эльвир Махмутовăн докладне итлерӗҫ.

Докладчиксем хӑйсен ҫул-йӗрӗнчи ыйтӑвӗсене тата проблемисене хускатрӗç. Çакă, тӗпрен илсен, ҫурхи тапхӑрта хирсенче, вӑрман тӑрӑхӗсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑка ҫунтарнин факчӗсем палăрни. Ҫав вӑхӑтрах Тутарстан Республикинче пӗлтернӗ вăйлатнă пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тапхӑрне хатӗрленесси те.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 2023 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахи пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тапхӑрӗнче пушар хăрушлăхне тивӗҫтерес ӗҫе вӑйлатма хушрӗ.

 

Юрамасть!

Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнă май, апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 10-мӗшӗччен республикӑра пушара хирӗҫ ятарлă режим хута каять.

Ҫак режим вӑхӑтӗнче йӑлари хытӑ каяшсене, типӗ курӑксемпе ҫӳп-ҫапа ҫунтарма чараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑрман пушарӗсен хăрушлăхӗ пулнă вырӑнӗсенче, ачасен канӑвӗпе сывлӑхне çирӗплетекен лагерьсенче, экономика объекчӗсенче, вӑрман тӑрӑхӗсемпе юнашар уҫӑ территорисенче, вӑрман тӑрӑхӗсемпе чикӗленсе тӑракан торфлӑ участоксенче уçă вучахсемпе мангалсенче апат хатӗрлеме, 1-3 класс хӑрушлӑх пулнă пиротехника япалисемпе усӑ курма юрамасть.

 

Енчен те юраманнине пăхăнмасан...

Пушара хирӗҫ ятарлă режим вăйра пулнă тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн штраф икӗ хут пысӑкланать: граждансемшӗн – 4000 тенкӗ, должноҫри ҫынсемшӗн – 30 000 тенкӗ, юридически сӑпатсемшӗн – 400 000 тенкӗ пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев