Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрелӗн çамрăкӗсене паспортсем пачӗҫ

Районти ҫамрӑк граждансене паспорт памалли мероприяти «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче иртрӗ.

Районта паллӑ пулăм пулса иртрӗ – 14 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк граждансене савăнăçлă лару-тăрура Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспорчӗсене пачӗҫ.

Паспорта илни кашни ҫын пурнӑҫӗнче яланах хумхантаракан та яваплӑ самант пулса тăрать, ҫавӑнпа та вӗсен савӑнӑҫлӑ минучӗсене пайлама пӗрле ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем тата Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем килнӗччӗ.

Ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Булат Вафин, Денис Ижегеров, Ксения Колпакова, Раяз Миначетдинов тата Яна Низенькова Раҫҫей Федерацийӗн паспорчӗсене илчӗҫ.

Раҫҫейӗн ҫамрӑк гражданӗсене ҫак паллӑ пулăмпа – паспорт илнӗ ятпа тата Раҫҫей кунӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи полицийӗн начальникӗ, полици подполковникӗ Артем Абрамов саламларӗҫ. Вӗсем районти ҫамрӑк граждансене тивӗҫлӗ те тулли праваллӑ граждансем пулма тата хӑйсен пирвайхи докуменчӗсене упрама сӗнчӗҫ.

Районти ҫамрӑк граждансен ячӗпе Раяз Миначетдинов тухса калаçрӗ.

– Раҫҫей гражданинӗн паспортне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илни – маншӑн та, пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ пулӑм. Паян эпир пурнăçăн анлă çулӗ çине пӗрремӗш утӑм турӑмӑр, хамӑр ҫӗршывпа тӑван районăн тивӗçлӗ гражданӗсем пулма сӑмах паратпӑр, – терӗ вӑл.

Уяв ячӗпе концерт номерӗсем те йӗркелерӗмӗр. Унтан мероприятие хутшӑнакансем пурте пӗрле асӑнмалӑх сăн ӳкерӗнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев