Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрелӗн 7311 ҫынни социаллӑ пулӑшу илнӗ

2022 ҫулта районти халӑхӑн 34 проценчӗ, е 7311 ҫын, социаллӑ хӳтлӗх управленийӗ урлӑ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшу илнӗ

 

Социаллă пулăшу мерисем çинчен управленийӗн ертӳҫи Зульфия Юсупова каласа пачӗ.

2022 ҫулта районăн 4810 гражданӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме субсиди-ҫӑмӑллӑхсем илнӗ. Вӗсенчен 2357шӗ – федераци ҫӑмӑллӑхҫисем (инвалидсем, тӑлӑх арӑмсем, ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсем), 2453шӗ – республика ҫӑмӑллӑхҫисем (ӗҫ ветеранӗсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем т.ыт. те). Тӳленӗ субсиди-çăмăллăхсен сумми 19 миллион та 636 пин тенкӗпе танлашать.

1023 ӗҫ ветеранӗ, 1398 пенсионер, 12 тыл ӗҫченӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи 827 ача (7 ҫултан аслӑрах ачасене пӗр вӑхӑтрах  эмел илме тата 7 ҫула ҫитичченхи ачисене пӗр хутчен çул çинче çӳреме тӳлев), ТР Патшалӑх наградисемпе наградӑланнӑ 104 çын, реабилитаци иртнӗ пӗр ҫын уйӑхсерен укҫа-тенкӗ тӳлевне илнӗ.

Пӗлтӗр, сăмахран, «Раҫҫей Федерацийӗнче çутӗçӗ çинчен» федераци законӗпе килӗшӳллӗн, 418 ашшӗ-амӑшне шкулчченхи пӗлӳ паракан организацисенче ачана пӑхнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн пӗр пайне компенсациленӗ. 200 ашшӗ-амӑшне шкулчченхи пӗлӳ паракан организацисенче ачана пӑхнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн хушма компенсацине  палӑртнӑ.

2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи 3 тата унран та ытларах ачи пулнă ҫемьесене ачасен шкулчченхи учрежденине ҫӳретнӗшӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн компенсацийӗ 100 процентпа хупланать. 562 педагогика ӗҫченне пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн компенсаци (1200 тенкӗ) панă.

Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, 9 ҫемьене газификацилеме пӗр хут парăнакан субсиди тӳленӗ.

Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан граждансен ачисене пӗр хут парăнакан укҫа тӳлевӗ ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, мобилизациленӗ граждансен тата ятарлӑ операцие хутшӑнакансен ачисене тӳлевсене пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа компенсациленӗ.

Социаллă хӳтлӗх управленийӗ урлă халӑх хушшинче электронлӑ майпа пулӑшу ӗҫӗсен механизмӗ енӗпе информаципе ӑнлантару ӗҫӗ тӑтӑшах илсе пырăнать. Районăн 4740 гражданӗ социаллӑ пулӑшу мерисене палӑртма ТР патшалăх порталӗ урлӑ заявлени пачӗ, ҫакӑ заввлени паракансен 92 проценчӗ – е 5153 ҫын.

2022 ҫулта районти 129 çын пӗрремӗш ачи валли уйӑхсерен парăнакан пособие регистрациленӗ. Уйӑхсерен тӳлев 11476 тенке тӳрӗ килет.

Зульфия Иршатовна каланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта ял тӑрӑхӗнче виҫӗ ҫултан ытларах пурӑннӑ 41 амӑшӗ пӗрремӗш ачи ҫуралнӑ хыҫҫӑн 50 пин тенкӗ укçа илнӗ. 29 ҫула ҫитиччен виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ 8 аннене 100-шер пин тенкӗ укçа тӳленӗ.

2022 ҫулта виҫӗ ҫулчченхи ачисем пулнă 55 ҫемьене эмел илме 5-шер пин тенкӗ укçа куçарнӑ.

18 ҫула ҫитичченхи пилӗк тата унран та ытларах ачи пулнă 2 çемьене (ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри те пулсан инвалид е пӗр ачи чирлӗ) уйӑхсерен пособи палӑртнӑ.

Çемьере 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитничченхи ачисем пулнă 486 ҫемье социаллӑ тӳлевсем ыйтса заявлени çырнă, вӗсенчен 209 ҫемьен ыйтăвне тивӗҫтернӗ. Тӳлев палăртма хирӗçленисенчен нумайӑшӗ ҫемье тупӑшӗсем ӳснипе тата пурлӑхпа тивӗҫӗннипе ҫыхӑннӑ.

– «Тин ҫуралнӑ ачи пулнăҫемьесене ача-пӑча япалисен комплекчӗсене парасси ҫинчен» ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, 20 ҫемьене ача-пӑча япалисен комплекчӗсемпе тивӗҫтернӗ, – тет Зульфия Юсупова.

– 24 çынна социаллӑ контрактпа ӗҫе вырнаçтарнă. Патшалӑхăн социаллӑ пулӑшӑвне  сахал тупăшлă  çемье илчӗ, пӗтӗмӗшле сумми 4 миллион та 835 пин те 24 тенке тӳрӗ килет.

Бюджет учрежденийӗсен ӗҫченӗсене, пенсионерсене санаторипе курортсене, реабилитаци центрӗсене кайма путевка те парăнать. Сӑмахран, 2022 ҫулта 9 пенсионер, бюджет учрежденийӗсен 10 ӗçченӗ санаторие кайма  путевка илнӗ, республикӑри реабилитаци центрӗсенче 42 инвалид, ҫав шутра 7 инвалид ача реабилитаци иртнӗ.

Çав вăхăтрах Зульфия Юсупова 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  пӗрремӗш ачи ҫуралнипе е усрава ача илессипе ҫыхӑннӑ уйăхлăх тӳлевсем палăртма ыйтса çырнă заявленисене Социаллӑ фонд представителӗсем  пăхса тухнине те çирӗплетрӗ.

 

Справка

2022 ҫулта социаллӑ хӳтлӗх пайӗ районăн 14 ҫыннине «Ӗҫ ветеранӗ», 33 ҫемьене «Нумай ачаллӑ ҫемье» удостоверенийӗсем, вилнӗ ҫар çыннин ҫемйине удостоверенисем панӑ (вӗсем виççӗн).

2023 ҫул валли Тутарстан Республикинче çирӗплетнӗ пурнăç минимумӗ: халăх валли – 12219 тенкӗ, – ӗҫлеме пултаракан çын валли – 13319 тенкӗ, – пенсионерсем валли – 10508 тенкӗ, ачасем валли 11852 тенкӗ палăртнă. 

 

** *

 

Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан, тӑватӑ ачана пӑхса ӳстерекен Олесьӑпа Иван Портновсем: «Чи пахи –  ачасене мӗнле пулнă, вӗсене çавăн пек йышӑнмалла», – теҫҫӗ.

Олеся Анатольевна хӑй Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен, Иван Сергеевич вара – Чӑваш Паснапуçӗнчен. Олесьӑпа Иван çемье çавăрсан, вӗсем Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче тӗпленеççӗ. Малтанах район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнаççӗ. Ачасем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫуралаҫҫӗ. Çемье ӳсме пуҫласан ҫурт тума пуçлаççӗ. Ку 2015 ҫулта пулать. Паян ҫемье хӑйӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче пурӑнать. Иванпа Олесян аслӑ ывӑлӗ Илья иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Теччӗри кадет шкулӗнче вӗренет, вӑл – 13 ҫулта. Иккӗмӗш ывӑлӗ Игорь – 10 ҫулта, вӑл Çӗнӗ Çӗпрел пуçламăш шкул-ача садӗнче вӗренет, Игнат (5 ҫулта) тата Егор (2 ҫулта) «Сказка» ача садне ҫӳреҫҫӗ.

«Кашни çуралнă ача хăй пӗр савăнăç вӗт, нумай ача пӑхса ӳстерме хӑрамалла мар», – теҫҫӗ Портновсем.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев