Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрелӗн 2023 ҫулăн пӗрремӗш ачи

Районти тӗп болницăн ача çуратмалли уйрăмӗнче кăçалхи çулăн пӗрремӗш ачине регистрацилерӗç

Ҫӗнӗ ҫулӑн малтанхи кунӗсем Анат Хураката ялӗнче пурӑнакансемшӗн Гульназпа Фаниль Сирачетдиновсемшӗн савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлӗ – вӗсен çемйинче иккӗмӗш ача ҫуралчӗ. Январӗн 7-мӗшӗнче вара  Гульназа ача çуратмалли уйрăмран, пӗчӗк ачипе пӗрле кăларчӗç.

2023 ҫулта пӗрремӗш пулса çуралнă ача январӗн 2-мӗшӗнче 16.00 сехетре çут тӗнчене килчӗ. Вăл – арçын ача. Ачан йывăрăшӗ – 3870 грамм, вăрăмӗшӗ – 54 сантиметр. Ашшӗ-амӑшӗ ăна Адель ят панӑ. Гульназпа Фаниль Сирачетдиновсен ҫемйинче Адель – иккӗмӗш ача. Вӗсен пӗрремӗш ачи те ывăл  – Булат, вӑл 1 çулталăк та 6 уйӑхра.

Савăнăçă мероприятие ҫемьене саламлама Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫывӑх çыннисем, тӑванӗсем килнӗччӗ. Марат Ринатович пепкене сывлӑх, ҫӗнӗ ҫулта ҫуралнӑ пӗрремӗш ача пулнă май яланах тата пур çӗрте те пӗрремӗш пулма сунчӗ.

– Ҫемьере ача ҫурални – пысӑк савӑнӑҫ. Ача ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗпе, туслӑ ҫемьере ӳстӗрччӗ тетӗп. Вӑл ашшӗ-амӑшӗн, Тӑван ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ ывӑлӗ пуласса шанатӑп, – терӗ район пуҫлӑхӗ.

Марат Гафаров Сирачетдиновсен ачан пӗрремӗш документне – ача  çурални çинчен пĕлтерекен свидетельство, саламлă çыру, ҫавӑн пекех парнесемпе чечексем пачӗ.

– Ҫӗнӗ ҫула эпӗ мăшăрăмпа, хунямапа килте кӗтсе илме ӗлкӗртӗм. Ача ҫӗнӗ ҫулта ҫураласси паллӑччӗ ӗнтӗ, анчах эпир вӑл пӗрремӗш пуласса кӗтменччӗ. Врачсем пулӑшнипе пурте ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Ача çуратмалли уйрăмăн врачӗсене, медицина сестрисене вӗсен профессионаллăхӗсемшӗн чунтан тав тӑватпӑр, – тесе кăмăл-туйăмӗсене пӗлтерче амӑшӗ.

Гульназ Мучелей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Фанильпа  2021  çулта çемье çавăрнă. Фаниль çуралса ӳснӗ кил-çуртра, Анат Хураката ялӗнче, амăшӗпе-хунямӑшӗпе пӗрле пурӑнаççӗ.

Телейлӗ ашшӗпе амӑшне ҫак пулăмпа саламлама Ҫӗпрелӗнчи тӗп больницăн тӗп врачăн çумӗ Иосиф Кукушкин, врач-акушер Лилия Наумова, ҫавӑн пекех, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова та килнӗччӗ.

Альбина Шарафутдинова каланӑ тӑрӑх, районти ЗАГС пайӗнче 2022 ҫулта 75 ача ҫуралнине регистрациленӗ, 2021 ҫулта  çак цифра – 72 пулнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев