Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çӗпрел-спорт: Кубок Кайпăçсенче

«Алтын Барс» пӑр аренинче, Ильдар Халиуллова халалланӑ, шайбăллă хоккей енӗпе вăйăсем пулчӗç

Турнирта Ҫӗпрел, Анат Кама, Кайпăç, Теччӗ, Чăваш Республикин Патӑрьел районӗсен тата районăн Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн командисем вăй виçрӗç.

Турнира район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат  Залялов уçса, Ильдар Халиуллова халалланă мероприяти ӗнтӗ традицие кӗни çинчен каларӗç, спортсменсене çӗнтерӳсем, командӑсене  ҫитӗнӳсем тата илемлӗ вӑйăсем сунчӗç.

Ҫӗпрел районӗн хоккей командин ертӳҫи Ирек Мушарапов та Ильдар Халиуллов ҫинчен асаилӗвӗсене çӗнетрӗ, командăсене çӗнтерӳсем сунчӗ.

Ильдар Халиулловӑн ывӑлӗ Тимур (вӑлах турнир спонсорӗ) ашшӗне асăнса ҫуллен хоккей турнирне ирттернӗшӗн район ертӳҫисене, хоккей командисене, курма килекенсене  тав турӗ.

Командăсем  икӗ ушкӑна пайланса вылярӗç. А ушкăнра - Кайпăç, Анат Кама, Кӗçӗн Чăнлă, Б ушкăнӗнче   Теччӗ, Патӑрьел тата Ҫӗпрел командисемччӗ.

Пӑр ҫине чи малтан Кӗҫӗн Чăнлă тата Анат Кама командисем тухрӗҫ. Калас пулать, вăййăн пӗрремӗш минучӗсенченех çӗнтерӗве ăнтăлнă Кӗçӗн Чăнлă спортсменӗсем ăнăçлă выляса, Анат Кама командине ҫӗнтерчӗç. Унтан пӑр лаптăкӗ çинче пӗр-пӗрин хыççăн Анат Кама, Кайпăç, Теччӗ тата Патӑрьел районӗсен командисем вăй виçрӗç. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Кӗҫӗн Чăнлă тата Теччӗ, пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсемшӗн Çӗпрел тата Кайпăç командисем вылярӗç.

Вӑйă пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, районăн Кӗçӗн Чăнлă команди – III, Ҫӗпрел команди II вырӑна çӗнсе илчӗç. Кайпăç команди вара I вырӑна йышӑнса, куҫса ҫӳрекен кубок  хуҫи пулчӗ. Турнир пынӑ вăхăтра чи лайӑх вылякансем те уçăмланчӗç. Руслан Замалтдинов «Чи лайӑх тапӑнакан», Марсель Субаев  «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Ильяс Нуруллов «Чи лайӑх хапхаçă» ятсене тивӗçлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев