Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрел — спорт

Поздравляем!

Волейбол енӗпе те — пӗрремӗш

Ҫӗпрел районӗнчи муниципаллă ӗçченсен команди волейбол енӗпе ӑмӑртусенче 1 вырӑна çӗнсе илчӗ. 
Вăйăсем Тюлячино районӗнче иртрӗç. Аса илтеретпӗр, Çӗпрел ҫыннисем футбол енӗпе иртнӗ Спартакиадӑра та пӗрремӗш вырăна йышăннăччӗ.

Ҫамрӑк кӗрешӳ-ҫӗсен ҫӗнтерӗвӗ

Апастовӑра РСФСР Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗçченне, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ Гаптельфарит Ахметгараевич Рахимова асӑнса кӗрешӳ енӗпе зонӑри ӑмӑртусем иртрӗҫ. Унта Фарид Ахметов, Фарит Мифтахов, Виктор Кузьмин ертсе пынипе районти спорт шкулне çӳрекен ачасем хутшӑнчӗç.
Пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче Ҫӗпрел районӗнчи пухса йӗркеленӗ кӗрешӳçӗсен команди 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗ.

* * *

Хусанти «Тулпар» спорт комплексӗнче ентешӗмӗр, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн каччи Ильдар Басыров паллӑ тренера Ильгизар Димиева асӑнса йӗркеленӗ турнирта 2-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. 
Тренер Радик Низамов ертсе пынипе кӗрешӗвӗн малтанхи хӑнӑхӑвӗсене илнӗ ентешӗмӗр. Халӗ вара, республика шайӗнчи ăмăртусенче, Сабантуйсенче хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсемпе района чапа кăларать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев