Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗпрел районӗ «Чи лайӑх Çӗнӗ ҫул илемне йӗркелесси» конкурсра икӗ номинаципе çӗнтерчӗ

Çӗнтерӳсем

Тутарстан Республикинче муниципаллă пӗрлӗхсем, предприятисем тата организацисем хушшинче чи лайӑх Çӗнӗ ҫул мероприятийӗпе уяв илемне йӗркелес енӗпе X Республика Конкурсӗн пӗтӗмлетӗвне турӗç.

Конкурсра 44 муниципаллă районтан  94 ӗç, 35 ял тăрăхӗнчен килнӗ конкурс материалӗсене  10 номинаципе (ҫав шутра 1 ятарлӑ приз – «Килкартишӗн чи лайăх Çӗнӗ ҫул илемӗ») хакланӑ.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, Атӑл ҫи зони енӗпе «Чи лайăх илемлетнӗ тӗп Çӗнӗ çул чăрăшӗ тата Çӗнӗ çул мероприятийӗсене ирттерес» енӗпе номинацире Çӗпрел муниципаллă район 2 вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.

«Ял тăрăхӗсенче Çӗнӗ çул чăрăшӗ тата Çӗнӗ çул мероприятийӗсене ирттерес»  номинацире Кӗçӗн Чăнлă ял тăрăхӗ 1 вырӑна çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев