Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçӗпе пурнăçне илемлетнӗ

Равия Сабирзяновна Шигапова Кивӗ Шемӗршел  ялӗнче çуралса ӳснӗ...

Çавăнтан шăпа çамрăк хӗре Аслă Чăнлă ялне илсе килет, тӗпленсе юлать.

Ашшӗ Сабирзян  вӑрҫа кайнă чухне пӗр уйӑхра кăна пулать Равия. «Атте» сăмаха та пӗр хутчен те калаймасăр ӳсет вăл. Ашшӗ суранланса, Куйбышев хулинчи  госпитале лексен, Фатима аппа  ăна илсе таврăнать. Анчах сывалма пӳрмен фронтовика, пӗр уйăх хушшинче çут тӗнчерен уйрăлать. Равия ашшӗсӗр  тăрса юлать. Паллах ӗнтӗ, амӑшӗпе иккӗшне пурнăç илсе пымашкăн  ҫӑмӑл пулмасть,  выҫлӑхне те, нушине те тӳссе ирттереççӗ вӗсем.  Шкулта тӑрӑшса вӗренет тата Пăвари ветеринари училищине вӗренме кӗрсе,  зоотехник специальноҫне алла илет. Ҫамрӑк хӗре  Аслă Чăнлă ялӗнчи «Ирек» колхоза ӗҫе яраççӗ. Кунта ӗҫленӗ ҫулсенче Аслă Чăнлă ял каччипе Джамильпе çемье çавăрса ярать. Вӗсен шӑпи те пӗр пек пулнă, Джамиль те, Равия пекех, ашшӗсӗр ӳсет, ăна  ҫамрӑкранах  пурнӑҫ тилхепине туртма тӳрӗ килет. Ҫирӗп ҫемьере ачасем ҫуралаҫҫӗ. Равия аппа ӗмӗрӗпех, тивӗçлӗ канăва  тухичченех,  «Ирек» колхозра ветеринар  ӗҫне пурнăçлать. Ӗҫ сехечӗ ирхи 4 сехетрен пуҫланса, çӗрлечченех пырать унăн. Выльӑхсем чирлесен талӑкӗпех тӑсӑлать. Ҫав ҫулсенче колхозра мӑйракаллӑ шултра выльӑхсемпе пӗрлех чӑхсем, кроликсем, сурӑхсем, сыснасем те усранӑ. Вӗсене кашнине вăхăтра тишкермелле, прививка тумалла.

– Ҫав ҫулсенчи йывӑрлăхсене аса илсен: ферма кайма ҫул çук, пылчăк, ураран резина атӑ каймастчӗ ӗнтӗ. Колхоз ӗҫне пӗтерсе таврăнни кăна мар,  килте те ӗҫ кӗтет: кӑмакана вутӑпа хутмалла, ҫӗрулмине çумламалла, тата ытти ӗç те пайтах. Çăтмахри пек  пурӑнатпӑр вӗт халӗ, газ кранне пăратăн та пӳрт ăшăнать, лавккара мӗн кирлӗ, ҫавă  пур, пенсие кашни уйӑхсерен кӳрсе параççӗ. Ҫӗршывра кӑна лӑпкӑ пултăрччӗ, эпир курнине мăнуксене курма ан пултăр, – тет Равия аппа паянхи куншӑн тав туса.

Çакă çутă кунсене мăшăрне Джамиль пиччене кăна курма Турă çырман. 1996 ҫулта вӑл çутă тӗнчепе сывпуллашать.

Хуйхисене те нумай курма тӳрӗ килет  Равия аппана, теççӗ ял çыннисем те. Ывăлӗ Дамир вилет, иккӗмӗш ывӑлӗ Наиль вара трагедилле майпа, çул-йӗр транспорт аварийӗнче, вилет. Питӗ йывăр ирттерет Равия аппа ҫак хуйхӑсене.

– Никама та хӑйӗн ачин вилӗмне курма ан çыртăр, анчах  шӑпаран иртме çук-тăр çав, – тет Равия аппа.

Паянхи кун Равия аппан 7 мӑнук пур. Вӑл кинӗпе Гулияпа (Наиль ывӑлӗн арӑмӗ) пурăнать. Ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫак икӗ хӗрарăм пӗр-пӗрне тӗрек пулса, пӗрле пурӑнаҫҫӗ,  пӗрле тӗп никӗсре виҫӗ мӑнукне пăхса ӳстереççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев