Ӗçпе пиçӗхсе ӳснӗ...
Юлия Александровна Никифорова Чӑваш Шемӗршел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, XXII Партсъезд ячӗллӗ колхоза ӗҫлеме килет. Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл тӑван колхозра вӑй хурать, нумай ҫул чӗкӗнтӗр ӳстернӗ ҫӗрте хутшӑнать.
Юлия Александровна ӗçре те, ҫемьере те хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Хӑйне шанса панӑ кашни ӗҫех чыслӑн пурнăçлать. Юлия Александровна питӗ тӑрӑшуллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хӑйӗнчен те, юлташӗсенчен те ҫирӗп ыйтакан пулать. Темиҫе хутчен те Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене, хаклӑ парнесене тивӗҫет, районти малта пыракансен слетне хутшӑнать.
Юлия Александровна пӗр ял ҫыннипе Александр Александрович Никифоровпа ҫемье ҫавӑрать. Кӑҫал вӗсем пӗрле пурӑннине 70 ҫул пулать. Александр Александрович та, Юлия Александровна пекех, ӗмӗрӗпех тӑван колхозра вӑй хунӑ, шофер пулса ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗпе Юлия Александровна 5 ача ҫуратса ӳстернӗ: Александр, Владимир, Татьяна, Олег тата Сергей. Вӗсен тӑватӑ ывӑлӗ те ҫарта пулнӑ. Икӗ ывӑлӗ: Олегпа Сергей, Афганистанра службăра тӑнă, хӑйсен интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫланă.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасем пулнӑ май, шкул хыҫҫӑн пӗлӳ илме май пулман, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ачисене пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ тата воспитани пама тӑрӑшнӑ. Ачисем пурте ӗҫчен, яваплӑха туякан пулса ӳссе ҫитӗннӗ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Паян юбилярӑн 10 мӑнук тата 20 кӗçӗн мăнук.
Александр Александровичпа Юлия Александровна ывӑлӗпе Сергейпе тата кинӗпе Еленапа пурăнаççӗ.
Иртнӗ эрнере Юлия Александровна хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Сумлӑ ветерана паллӑ датăпа район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Гузель Зяббарова саламларӗҫ. Район пуҫлӑхӗн ятӗнчен хӑнасем юбиляра саламлă çыру, парне тата чечексем пачӗҫ, сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев