Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçӗпе    мухтава тивӗç

Михаил Тихонович паян та активлӑ пурнӑҫ йӗрки илсе пырать.

Ветерансен совечӗн тата район пурнӑҫӗнче, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнать, «Акчарлак» шывра ишмелли бассейна ҫӳрет, волейболла вылять. Ҫамрӑк чухнехи пекех, паян та çăмăллăнах ташлать, темиҫе ҫул каялла «Балкыш» фестивале хутшӑнса, Дипломпа парнеленет.

Хăймалу ялӗнче пурӑ-накан, ветеран-пенсионер Михаил Тихонович Киргизов 75 ҫулхи юбилейне палӑртса ирттерчӗ. Ăна юбилейӗпе саламлама районти Культура çурчӗн спорт залӗнче, ветерансен совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина ертсе пынипе, советăн активисчӗсем пуҫтарӑннăччӗ. Роза Насибуллина тата ветерансен совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин Михаил Тихоновича юбилейпе саламларӗҫ, сывлӑх, вӑрӑм ҫул, ҫитӗнӳсем сунчӗҫ, парнесем пачӗҫ. Унтан ветерансем юбиляра чысласа икӗ командӑна пайланса, волейбол вылярӗҫ.

Михаил Тихонович тӑватӑ ачаллӑ ҫемьере виҫҫӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Михаил пуçламăш пӗлӗве ялти шкулта илет, ун хыççăн Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗнче 10 класс пӗтерет. 

Унтан çамрăк каччă Саратов облаҫне, Балахово хулине каять. Кунта токарь профессине алла илет, Дзержинский ячӗллӗ машинӑсем тӑвакан завода ӗçе вырнаҫать. Вăл заводăн пурнӑҫӗнче хастар хутшӑнать, ӗç çыннисем валли йӗркеленӗ ташăçăсен кружокне хутшӑнать.

Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, Михаил яла таврӑнать. 1971 ҫулта авланать. Мӑшӑрӗпе  Нина Николаевнапа пӗрле виҫӗ ывӑл пăхса ӳстерсе, пурнăç çулӗ çине кăлараççӗ.

Михаил Тихонович нумай ҫул район центрӗнчи аптекăра шофер, районти подстанцире электромонтер пулса ӗçлет. Тӗрлӗ çулсенчи ӗçӗсене Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем парса хакланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев