Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗнтерсе таврăнтăмăр

Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Чăваш Республикин кунӗ тата Акатуй ячӗпе пысăк уяв пулса иртрӗ.

Владимир Ильин, Хулаçырми ялӗ

Çак уява Хулаçырми ялӗнчен, эпӗ, пенсионер Владимир Ильин, Аслă Аксу вăтам шкулӗн физкультура вӗрентекенӗ Иван Исаев, Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн ОБЖ учителӗ Петр Рафиков, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче тренер пулса ӗçлекен Андрей Батанов тата ачасем курма кайса килтӗмӗр.

Уяв лаптăкӗ питӗ лайăх вырăнта вырнаçнă. Ăçтан кăна килмен-ши чăваш халăхӗ çак уява?! Ташлаççӗ, юрлаççӗ, пăхса тăрсан чун савăнать. Уява пырса кӗрсенех пире Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Шупашкарти «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ пулса ӗçлекен Николай Угаслов кӗтсе илчӗ.

Чи кăмăлли вара, ман шутпа, чăваш наци кӗрешӗвӗ –пиçиххипе тытса кӗрешесси халăхсен кăмăлне кайрӗ пулмалла. Çак кӗрешӳре Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнчен Александр Ефимов  70 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче II вырăна, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнчен Данил Скворцов  40 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче I вырăна, Кирилл Юдин 40 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче II вырăна, Роман Романов 35 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче I вырăна, Егор Юдин 35 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче II вырăна çӗнсе илчӗç.  Кӗрешӗвӗн призне – такана – çӗнсе илессишӗн кӗрешӳ пуçланчӗ. Кунта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Чăваш Республикинчен  тата Тутарстан Республикинчен килнӗ 5 спорт мастерне Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Шупашкар хулинчи пӗлӳ паракан заведенисенчен пӗринче вӗренекен студент Александр Ефрейтров вӗсене çӗнтерсе, такана илме тивӗçрӗ. Çак патвар каччă малашне Чемпион пуласса шанатпăр.

Питӗ шăрăх çанталăкра Шупашкар хулинче пурăнакан «Тава тивӗçлӗ строитель» Петр Кадуков пире сивӗ чăваш сăрипе хăналарӗ. Çак пысăк уява илсе кайма пулăшнăшăн Петр Рафикова тата Андрей Батанова тав тунине пӗлтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев